Халăха нумай функциллĕ центрсен сечĕ урлă "пĕр чỹрече" принциппа пулăшу кỹни граждансене çăмăллăх кỹрет

Халăха нумай функциллĕ центрсен сечĕ урлă "пĕр чỹрече" принциппа пулăшу кỹни граждансене çăмăллăх кỹрет. Халĕ, сăмахран, тĕрлĕ справка илме е шыраттарма тĕрлĕ учрежденисем тăрăх çỹремех те кирлĕ мар. Электрон мелĕпе туххăмрах таçти регионпа çыхăнма пулать. Капла вăхăт та перекетленет, кунĕпех черет те тăмалла мар. Паян "пĕр чỹрече" тытăм урлă врач патне йышăнăва çырăнаççĕ. Тĕслĕх вулавăшĕн никĕсĕ çинче вăл ялта 2014 çул пуçламăшĕнче ĕçлеме пуçларĕ. "Пĕр чỹрече" урлă ялта пурăнакансем патшалăх, муниципалитет пулăшăвĕн 50 ытла услугине илме пултараççĕ, граждансен тата юридически сăпатсен ыйтăвĕсене хăвăрт та комплекслă татса пама майлă. Тĕрлĕ ыйтусен шутĕнче _ ача садне черете тăрасси, архивран е ытти çĕртен справка, çĕнĕ паспорт илесси е киввине улăштарасси, çĕрпе, пурлăхпа çыхăннă документсем тăвасси тата ытти те. Тỹлевсĕр консультаци те параççĕ. Çынсене тунтикунсенче, юнкунсенче, эрнекунсенче йышăнатпăр. (Тавай районĕ)



11 марта 2015
11:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter