Чăваш Республикин халăхăн социаллă хÿтлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн 2015 çулхи мартăн 4-мĕшĕнчи 27-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн халăха социаллă хÿтлĕх парас енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Чăваш Республикин «Вăрмарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центр» бюджет учрежденийĕн социаллă пулăшупа килте тивĕçтерекен уйрăмĕн заведующине Надежда Ивановна Александровăна «Чăваш Республикин халăхăн социаллă хÿтлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. (Вăрмар районĕ)



11 марта 2015
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter