Алманчǎри вǎтам шкулта ачасен сывлǎхĕ çирĕп те тĕреклĕ пултǎр тесе нумай тǎрǎшаççĕ

Патӑрьел районӗнчи Алманчǎри вǎтам шкулта ачасен сывлǎхĕ çирĕп те тĕреклĕ пултǎр тесе нумай тǎрǎшаççĕ. Уроксем ирттернисĕр пуçне тĕрлĕ кружоксемпе секцисем ĕçлеççĕ.

Нумаях пулмасть шкулта иртнĕ биатлон пĕтĕмлетĕвне турĕç. Ачасем 4 тĕрлĕ ǎмǎртура тупӑшрӗҫ: спринт, биатлон, хыҫҫӑн йĕрлени тата йĕлтĕрпе ǎмǎртасси.

Ǎмǎрту темиçе куна тǎсǎлчĕ. Унта кашни ача хǎйĕн хастарлǎхне кǎтартма тǎрǎшрĕ. Çапах та вǎйлисем çĕнтерчĕç. Ǎмǎртǎва хутшǎннǎ 5-11 классенчи 28 ача 56 грамотǎпа медаль илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Физкультура урокĕсене вĕрентекенсем Н. Зиминпа О. Петров ачасене хавхалантармалли майсем тупсах тǎраççĕ. Ачасен сывлǎхĕ аслисен аллинче пулнине вĕсем питĕ лайǎх ǎнланаççĕ.

 (Патǎрьел районĕ)



11 марта 2015
15:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter