Чăваш Республикин 2014 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене ертӳçĕсем хаклани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ, Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Михаил Петров:

 "Пурнăçра яланах малашлăх çинчен шутласа ĕçлемелле.  Чăваш Респуб­ликин 2014 çулхи çитĕнĕвĕсемпе паллашнă май, республикăра, çа­вăн пекех пирĕн Патăрьел районĕнче те чăнах та ӳсĕмсем пуррине кур­тăмăр. Çак çитĕнӳсене тунă çĕрте Чăваш Республикин Правительствин тӳпи пысăк тесе каласшăн эпĕ.

Унчченхи вăхăтра: «Кредит нумайрах илмелле, ĕçлемелле,» – тет­тӗмӗрччӗ. Паян вара Михаил Васильевич çакăн пек палӑртрӗ: «Кредит çине анчах шанмалла мар, хамăр вăй çине таянса ĕçлемелле. Ял ху­çалăх сферинче ĕçлекенсем малтанхи пекех ҫӑмӑллӑхлă кредитсемпе усă курма пултараççĕ", - терĕ.

 

Чăваш Республикинчи Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев:

 "Паянхи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕнче республика пĕлтĕрхи çула мĕнле вĕçленине, еплерех йывăрлăхсемпе тĕл пулнине, 2015 çула мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илмеллине тĕплĕн пăхса тухрĕç. Çакă шанчăк çуратать. «Чăнах та, паян лару-тăру çăмăлах маррине пурте пĕлеççĕ. Палăртса хăвармалла: Раççейӗн çĕнĕ исто­рийĕнче ку пĕрремĕш экономика кризисĕ мар ĕнтĕ. Çак лару-тăруран мĕнле тухасси, паллах, чи малтан пирĕн хастарлăхран, эпир резервсем тупма пĕлнинчен, тăкаксене сахаллатса ĕçлеме пултарнинчен килет. Муниципаллă районсенче пĕчĕк предприятисене аталантарма майсем туса памалла. Чи малтан пуçаруллă, ĕçлес текен çынсене палăртмалла. Енчен те эпир вĕсене ĕçре пулăшса, йĕркелесе пырсан, тупăшĕ те республика экономикин аталанăвĕнче хăйĕн вырăнне тупĕ», – тесе питех те тĕрĕс палӑртрĕ Михаил Васильевич. «Йывăрлăхсене пĕ­терес тесен пĕр­лешсе ĕçлемелле, резервсене явӑҫтарса малалала аталанма майсем тупмалла. Цифрăсене хăвăрах куратăр – вĕсем пĕлтĕрхинчен пысăкрах, çакă республика иртнӗ çул пĕр вырăнта тăманнине пĕл­терет. 2015 çулта та витӗмлӗ кăтартусем тума пултарасса эпир шанатпăр», – терĕ тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Кунта тепĕр саманта палăртса хăвармалла: паянхи ҫӑмӑлах мар тап­хăрта та социаллă пурнăç условийӗсен шайне ӳстерсе пыни, ун çине уй­рăмах тимлĕн пӑхни куç кӗрет. Пирĕн республика хальхи ҫӑмӑлах мар вӑхӑтра та Раççей Феде­рацийĕнче эффективлă ĕçлекен малти регионсен шутĕнче.

  Чăваш Республикин Информаци политикин министерстви



12 марта 2015
14:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter