Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту 2014 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкересси пулнă. Çитес тапхăра лартнă тĕллевсене те пăхса тухнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Правительство хăй çине илнĕ пур ĕçе те туллин пурнăçланине каланă. «Чăваш Енĕн  пĕлтĕрхи çулăн макроэкономика кăтартăвĕсем 2013 çулхипе танлаштарсан самай лайăх. Промышленноç индексĕ, ял хуçалăх производстви лайăхланни, çурт-йĕрсем хута яни, кулленех халăхăн тупăшĕ ӳссе пыни пурне те хавхалантарать», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Тулашри тата шалти рыноксенчи лару-тăрăва йывăрлатнă пĕтĕм тĕнчери политика лару-тăрăвĕ çивĕчленсе çитнĕ условисенче те экономикăра, социаллă пурнăçпа культура сферисенче пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене пурнăçланă. Ют çĕршывсем Раççей компанийĕсене хирĕç йышăннă суту-илӳпе экономика санкцийĕсем Чăваш Ен предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çине те япăх витĕм кӳчĕç пулин те, санкци мерисене пĕрешкел япăх хаклама кирлĕ мар. Пĕр енчен пăхсан, вĕсем чăн та, экономикăн уйрăм секторĕсенче ӳсĕм хăвăртлăхне чакарчĕç, тепĕр енчен - çав санкцисемех хамăрăн тавар туса кăларакансене аталанма çĕнĕ майсем, инновациллĕ шухăшсене чăн проект шайне çитерме хушма хавхалану кӳчĕç. Пирĕн чылай предприяти ют çĕршыв чĕр таварне тата комплектламалли япаласене тапхăрăн-тапхăрăн Раççейри аналогсемпе улăштарас, изделисене серипе туса кăларас ĕçе пуçăннă. Ют çĕршыв предпринимателĕсене проектсем пурнăçлама лайăх майсем туса парас тесе Чăваш Республикин экономикине ют çĕршыв инвестицийĕсене явăçтарасси çинчен калакан саккун йышăннă. Унăн витĕмĕн малтанхи кăтартăвĕсем çинчен халех калама пулать. Сăмахран, 2015 çулта республикăра ют çĕршыври ĕçтешсене хутшăнтарса çĕнĕ предприятисем йĕркелеме палăртнă. "Шупашкарти электроаппарат завочĕ" АХО территорийĕнче Фуджикура Аутомотив яппун компанийĕпе пĕрле автомобиль промышленноçĕ валли жгут туса кăларассине йĕркелеме хатĕрленеççĕ. Чăваш Ен Правительстви тухăçлă ĕçленине пула, Çĕнĕ Шупашкар тата Улатăр хулисене аталантарма федераци укçи-тенкине явăçтарнă. Патшалăх пулăшăвĕ асăннă муниципалитетсенче предпринимательлĕх ĕçне хавхалантарма пулăшнă, инфратытăмпа çыхăннă темиçе проекта пурнăçлама, ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма май панă. 2014 çулта 15 çĕнĕ ача сачĕ туса хута янă, виçĕ пине яхăн ачапа ашшĕ-амăшĕ тахçантанпах кĕтнĕ парнене тивĕçнĕ. Чăваш Ен ял çĕрĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсен тытăмне тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене аталантарас енĕпе Раççейри чи лайăх сакăр регион йышне кĕнĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев -  региона конкуренцире вăйлăрах пулма пулăшакан чи пĕлтерĕшлĕ майсенчен пĕринпе, шалти пысăк рынокпа усă курасси, ăна экономикăн чăн секторĕсем туса кăларакан лайăх пахалăхлă таварсемпе тултарасси.  Паян пурнăçра кам чи лайăххи текен ăнлавсене пачах кăларса пăрахмалла. Пуринчен те чи кирли – çынсем, вĕсемшĕн ырми-канми пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлесе пыма тăрăшмалла», - тесе уççăммăн каланă регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Пухăннисем умĕнче Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсем – финанс министрĕ Светлана Енилина, ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тухса калаçнă. Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче пирĕн чылай предприяти ют çĕршыв чĕр таварне тата комплектламалли япаласене тапхăрăн-тапхăрăн Раççейри аналогсемпе улăштарас, изделисене серипе туса кăларас ĕçе пуçăннине палăртнă. Вăл çакăн пекех Правительствăн экономика аталанăвĕ тата интеграци енĕпе ĕçлекен комиссийĕ çумĕнчи монохуласене модернизацилес енĕпе ĕçлекен ĕç ушкăнĕпе Чăваш Ен тачă çыхăну тытнине, Федераци укçи-тенкине кăçал Канаш монохулана аталантарас ĕçе явăçтарма палăртнине асăннă. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пĕлтĕр Раççее хирĕç йышăннă санкцисем майлă пулнă çĕршывсенчен продуктсем кӳрсе килме чарнипе, республикăри çĕр ĕçченĕсемшĕн тата аграри секторĕшĕн хушма майсем уçăлнине палăртнă. Паян ӳсен-тăран çитĕнтерес тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен отрасльсен продукцийĕ потребитель рынокĕнче уйрăмах кирлĕ, унăн хальхи хакĕ пирки те пирĕн хресченсем унччентерех ĕмĕтленме кăна пултарнă. Çак ырă туртăмсем чи çывăх малашлăхра та сыхланса юлмаллине уйрăммăн палăртнă министр. Калас пулсан,  сĕт хакĕ хăпарни, акса хăвармалли çĕр лаптăкĕсем пĕлтĕрхинчен самай ӳсни те пурне те пурăнма хавхалантарать. Финанс министрĕ Светлана Енилина республика бюджечĕ пĕр тан лайăх пурнăçланса пынине асăннă. РФ Правительстви лартнă тĕллевсене кирлĕ пек пурнăçласа пынине çирĕппĕн пĕлтернĕ. Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ пĕлтĕрхи çул 44 млрд. 382,2 млн. тенкĕпе танлашнă, 2013 çулхипе илес пулсан 3 процент ытларах. Харпăрхăй тупăшĕ 28 млрд. 704,6 млн. тенкĕ, кăтарту пĕлтĕрхинчен 2,8 процент çӳллĕрех пулни паха. 2014 çулта республика "Раççей çемйи валли кил-çурт" программăна хутшăнакансен йышне кĕнĕ, унăн шайĕнче эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр тума палăртнă. Паянхи пурнăç таппинче самана çĕнĕрен çĕнĕ ыйту кăларса тăратсан кашниех яваплăха туйни, хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Ларура экономика аталанăвĕ енчен пăхса ирттернĕ 2014 çулхи конкурс çĕнтерӳçисене дипломсем парса хавхалантарнă. 2016 çулта иртекен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленес ĕç пирки те сăмах пуçарнă. Росстат çак тĕллевпе ятарлă комисси йĕркеленĕ, мероприятисен календарлă планне çирĕплетнĕ. Вырăнти статистика органĕсем çырава тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттермешкĕн уйрăм çынсемпе килĕшӳ тăваççĕ, вĕрентӳсем ирттереççĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене  пурне те пăхса тухнă. Кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех



12 марта 2015
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter