Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енри уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Сирӗн ӗҫӗр пысӑк яваплӑхпа ҫыхӑннӑ, ӑна пурнӑҫлама ҫӳллӗ шайри ӑс­талӑх кирлӗ, вӑл служба ӗҫ-хӗлӗн йӗркисемпе мелӗсене тӑтӑшах ла­йӑх­латса пыма хистет.

Раҫҫейӗн айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Ре­с­­­публикинчи управленийӗн учрежденийӗсем судпа айӑпланнӑ ҫын­­­сене тӳрленме пулӑшас тата психологи пулӑшӑвӗ парас ӗҫе тӗл­левлӗн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ, республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗ­семпе тата вы­рӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе, предприятисемпе, об­щество организацийӗсемпе тата тӗн конфессийӗсемпе тухӑҫлӑн ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ.

Республикӑра «социаллӑ лифт» системи ӑнӑҫлӑн пурнӑҫ­ла­нать. Судпа айӑпланнӑ ҫынсене ӗҫе вырнаҫтарассипе ҫыхӑннӑ ҫи­вӗч ыйтусене татса парасси ҫине кӑна мар, ҫавӑн пекех айӑплава тӳссе ирттермелли майсене ла­йӑх­латасси, медицина пулӑшӑвӗн паха­лӑхне ӳстересси, Чӑваш Енри юсану учрежденийӗсенче айӑп­лав иртекен ҫын­сене тулли вӑ­там тата аслӑ пӗлӳ илме пулӑшасси ҫине те пысӑк ти­м­лӗхпе пӑхатпӑр.

Сире служба тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн тав тӑ­ва­тӑп. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл, шанӑҫлӑх тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                    М.Игнатьев



12 марта 2015
07:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter