Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫ­терес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячĕпе саламлани

Чӑваш Енри халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫ­терес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!       

Эсир кунсерен пысӑк пӗлтерӗшлӗ те яваплӑ ӗҫ пурнӑҫлатӑр – пи­рӗн кул­ленхи пурнӑҫа хӑтлӑх кӳретӗр. Ҫынсен кӑмӑлӗ тата вӗсем пур­нӑҫ­ра хӑйсене мӗнлерех ту­ясси сирӗн ӑста­лӑхӑртан килет.

Коммуналлӑ хуҫалӑхпа йӑла служ­би­сем йӗркеллӗ ӗҫленине пу­­ла рес­пуб­ли­кӑри 30 миллион тӑваткал метр ытла лаптӑк йышӑ­накан пурӑн­мал­ли ҫурт-йӗр фончӗ лайӑх шайра тытӑнса тӑрать, урам­сенче, картиш­семпе под­ъ­езд­сенче таса та тирпейлӗ, предприя­тисемпе ор­­­га­ни­за­цисен комму­нал­лӑ тытӑмӗсем пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫ­леҫҫӗ, йӑ­лари пулӑшӑвӑн тӗсӗ йышланать, халӑха пулӑшу парас ӗҫ культури ӳсет.       

Сире тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗршӗн тата профессие па­рӑн­нӑшӑн, Чӑваш Республикинчи ялсемпе хуласен урамӗсемпе кар­­­ти­­шӗсене илем кӗртес тӗлӗшпе тимлӗ тата пуҫаруллӑ пулнӑшӑн тав тӑватӑп. Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫ­терес ӗҫӗн та­та пу­рӑн­­мал­­ли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен пысӑк шайри ӑс­та­лӑхӗ, пӗ­лӗ­вӗпе паха опычӗ малашнехи ӑнӑҫлӑ ӗҫ-хӗл ни­­кӗсӗ пулса тӑрасса шанатӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата пирӗн пӗрлехи ки­лӗ­мӗр – тӑ­ван Чӑваш Енӗмӗр ырлӑхӗшӗн тӑвакан мӗнпур ӗҫре ҫитӗ­нӳсем су­на­тӑп.    

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                М. Игнатьев



13 марта 2015
14:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter