Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă май, вырăнти депутатсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, район ертӳлĕхĕпе, Красноармейски тăрăхĕнчи сумлă та паллă çынсемпе тӗл пулнӑ

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă май, вырăнти депутатсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, район ертӳлĕхĕпе, Красноармейски тăрăхĕнчи сумлă та паллă çынсемпе тӗл пулнӑ. Асӑннӑ  мероприятие çакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, ял хуçалăх министрĕн çумĕ Алексей Самаркин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Вадим Николаев, Валерий Андреев, Николай Угаслов хутшӑннӑ. Пухăннисем районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсене тишкернӗ. Республика Пуçлăхĕ тĕнчере экономика тӗлӗшӗнчи лару-тăру çăмăлах мар пулин те, ял хуçалăх таварĕсене тирпейлесе кăларакансемшĕн лайăх условисем йӗркеленнине палăртнă, ял хуалăх таварĕсене ытларах туса кӑларма хушма производствăсем хута кайнине палӑртнă. «Патшалăх пулăшусемпе лайăх тивĕçтерет. Хуçалăхсенче тупăш илесси куç кĕретех ӳссе пыни никамшăн та вăртăнлăх мар. Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртес ĕç малашне те йӗркеллӗн пулса пырĕ. Калăпăр, иртсе пыракан çулта çĕнĕ ача сачĕсене хута яма палăртнă. Ял тăрăхĕсене тирпей-илем кӗртессипе çулсене реконструкцилес ыйтусем приоритетлисем шутланаççĕ.  Çак ĕçсене пурнăçлама Красноармейски районне  пурĕ 6 млн. та 548 пин тенкӗ, республикăн адреслă инвестици программипе килĕшӳллĕн тата 12,3 млн. тенкĕ куçарма палăртса хунă. Ҫавна май тумалли мӗнпур ĕçе те вăхăтра пурнăçласа пырассине шансах тăратăп. Чи кирли паян пурăнакан халăхăн пурнăç условисен шайне ӳстересси», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче район 2014 çулта  бюджета еплерех пурнăçласа пыни çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Красноармейски районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ пĕлтĕр 291,5 млн. тенкĕпе танлашнă, 2013 çулхипе танлаштарсан 11,8 процент ӳснĕ.  Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Алексей Самаркин районта ял хуçалăх пĕр тан лайăх аталанса пынине палăртнă, акса илекен çĕр лаптăкĕсен пайĕ çулсерен ӳссе пынине асăннă. Пĕлтĕр районта тыр-пула ăнăçлă пухса кĕртнĕ, çитĕнӳ юлашки 18 çул хушшинче пуçласа чи лайăххи пулнă. Çуркуннехи тапхӑрти уй-хир ĕçне хатĕрленесси те çӳллĕ шайра пулса пырать. Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков хăйĕн сăмахĕнче районăн экономики лайăх, кăтартуллă аталанса пынине палăртнă. Налуксенчен пуçтарăнакан тупăш  бюджета кирлĕ пек кĕрсе пынине каланă. Андрей Шестаков районта социаллă инфратытăма аталантарассипе йышăннă проектсене пурнăçа кĕртме витĕм кӳнӗшĕн Чăваш Ен Пуçлăхне, республика Правительствине тав тунă. Красноармейски районĕнче пурăнакансем Чăваш Ен Пуçлăхĕн ĕçне пысăк хак панă.  Михаил Игнатьева пĕр сасăллă пулса çитес суйлавра хăйĕн кандидатурине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма тăратма чĕнсе каланă. Хăй вăхăтĕнче Крас­но­ар­мейскинче район канашĕн председателĕ пулса ĕçленĕ Сергей Железин пенсионер Михаил Игнатьев çинчен ырăпа аса илнĕ. «Чăваш Республикинче Михаил Васильевич Игнатьевсӑр пуçне асӑннӑ должноҫа йышӑнма тивӗҫлӗ урăх ҫавӑн пек ӑста та пул­таруллă, ĕçчен те пархатарлă çын çук та пулĕ. Çитес кĕркуннехи суйлавра Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноҫне суйланма унăн кандидатури чи тивӗҫли. Унсăр пуçне çак ĕçре урăххи никам та пулма пултараймасть», - тенĕ. Çак шухăша ытти районсенче ирттернĕ ĕçлĕ тĕл пулусенче те халăх шанчӑклӑн çирĕплетсе каланă. «Михаил Игнатьев хăйĕн ĕçне чăннипех те çӳллĕ шайра пурнӑҫласа пырать, республикăри лару-тăрăва çирĕп пĕлсе йĕркелет», - палăртса хăварнă Сергей Железин пенсионер. Пухăннă халăх, унăн шухăшĕпе килĕшсе, Михаил Игнатьева тăвăллăн алă çупса тав тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ района 80 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă, пухăннисемпе пĕрле Красноармейски салинчи сывлăха çирĕплетмелли комплексра вырăнти пултарулăх ушкăнĕсен хаваслă юрри-ташшине пăхса киленнӗ. Михаил Игнатьев тăван еншĕн, республикăшăн тăрăшса, таса чунпа ĕçлекенсене чĕререн тав тунă. Мăн асаттемĕрсен йăх тымарĕсем çинчен пĕлсе, вĕсем халалласа хăварнă культурăна упраса пыма пултарнӑшӑн ырланă. Район юбилейĕ уяв çеç пулманнине, кунта Трак ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçленĕ тĕрлĕ ăрури  мĕн пур хастар çын шăпипе паллашма питĕ меллĕ пулнине асӑннӑ, ку тăрăхран тухнă нумай паллă çын хăйсен ăсталăхне район, республика, Раççей шайĕнче кăтартнине палӑртнӑ Михаил Игнатьев. «Паян патшалăхпа обществăн  тĕп тĕллевĕсем – çĕнĕрен те çĕнĕ пу­çаруллă çынсене тупса палăртасси, çамрăксене аталанса пыма майсем йĕр­ке­лесси», - тенĕ Пуçлăх. Уявра Михаил Игнатьев вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçче­нĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ тĕле ха­тĕрлесе кăларнă медальсем парса хисеп тунă. Ĕçре тава тивĕçлĕ пулнисене наградăсемпе чысланă. Чăваш халăх поэтне Юрий Сементере (Семенова), хăй вăхăтĕнче райисполкомра председатель çумĕ пулса вăй хунă Михаил Прохоров вăрçă ветеранне, Чăваш Ен халăх художникне Элли Юрьева (наградӑна унӑн мӑ­шӑрӗ тухса илнӗ) «Красноармейски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ята панă. Халăх Чăваш Республикин Гербĕпе Ялавĕн тата Шупашкар хулин Гербĕн авторĕн Элли Юрьевӑн ҫуралнӑ кунне Чăваш Енре паллӑ туса ирттерме сӗннӗ ыйту пирки хушма йышăну кăларасси ҫинчен те палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех 



13 марта 2015
11:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter