Пирĕн тĕллев – граждансен прависене хӳтĕлессине тивӗҫтересси, эпир ӑна, паллах, пурнӑҫлатпӑрах

 Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджет тупăшĕсене ӳстерес, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тӳлес ыйтусемпе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комисси ларăвне ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче юлашки вăхăтра районсенче депутатсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттерекен канашлусенче бюджетăн тупăш пайне ӳстерессине, ĕç укçипе вăхăтра тата кирлĕ пек тивĕçтерес ыйтусене час-часах сӳтсе явнине каланă. «Ĕçпе тивĕçтерекенсем халăха ĕç укçин чи пĕчĕк виҫине тӳленĕ тĕслĕхсене час-часах курма пулать. Предпринимательсем налуксем ытларах тӳлес мар тесе хăйсем патĕнче тăрăшакансене ӗҫ укçине ултавлă майпа параççĕ, ытти суя ĕçсене те тума пăхаççĕ. Кун пек чухне, паллă, вĕсем патшалӑха улталаççĕ, саккуна пӑсакан ытти ĕçе те тӑваҫҫӗ.  Енчен те ĕç укçи тӗлӗшпе парăмсем пухăнса кайнă пулсан, ҫакӑн ҫинчен прокуратура органĕсенче ĕçлекенсене вăхăтра пĕлтермелле. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – граждансен прависене хӳтĕлесси», - тесе палӑртнӑ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Калас пулать: паян республикӑри влаç органӗсем предпринимательсене сахал мар пулăшу кӳреççĕ. Предпринимательсен лайăх ăнланмалла, çак ыйтăва вĕсене хур тăвассишĕн мар, пур çĕрте те йĕрке хуçалантăр тесе хускатнă», - пӗлтернӗ республика Пуçлăхĕ. Федераци налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Марина Петрова хăйĕн докладĕнче çӳлерех асăннă ыйтупа 2014 çулта 472 лару ирттернине каланă. 1375 айăпа кĕнĕ предпринимательрен 729-шне пӗтӗмпе 257,3 млн. тенкĕлĕх налук тӳлеттерме май килнине палӑртнă. Унсăр пуçне 2181 предприниматель ĕç укçине  чи пĕчĕк шайра тӳленӗшĕн явап тытнă.  Федераци Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева хăйсен тытăмĕнчи ĕç­семпе паллаштарнă. Комисси членĕсем налук тата прокуратура органĕсен ĕçче­н­ӗсемпе, хула, район админи­страцийĕсен ертӳçисемпе пурĕ 134 хутчен пуç­тарăнса предпринимательсемпе организацисен ертӳ­çисене асăрхаттарнă. Комисси ларăвĕ­сенче ҫирӗплетнӗ йышӑнусен витӗмӗпе ĕç укçине самаях пысăклатма май килнӗ. Чăваш Рес­публикин пат­шалăх ĕçлев инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Раиса Павлова пĕлтĕр пурĕ 3746 предприятипе организацире ĕçлев саккунӗсен йĕркине пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнине асăннă, кăçал вара кăрлач уйăхĕнче - 186 йĕркене пăснă тĕслĕхе шута илнӗ. Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Инна Антонова хăйĕн докладĕнче ĕç укçин парăмĕ пуш уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне республикăра  19,6 млн. тенке ҫитнине асăннă.  Паянхи ларура Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Мансур Калмыков, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Леонард Левый, Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Чугаров тата Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков вырăнти парăмçăсемпе еплерех хутшӑнса ĕçлени çинчен каласа кăтартнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  муниципалитетсенче асăннă комисси ларăвĕсене çи­вĕчрех ирттерме хушнă. «Енчен те предпринимательсем ведом­ствăсем хушшинчи комисси ларăвне çӳремеççĕ пулсан, вĕсен тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма ыйтса прокуратура ĕçченĕсем патне çырусем çырмалла. Ĕçе мĕнле йĕркелесе пырасси пĕтĕмпех муниципалитет ертӳçисенчен килет. Пур çĕрте те йĕрке пулмалла», - çирĕппĕн асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ. Тӗплӗнрех 

 



13 марта 2015
17:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter