Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта пулнă

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта пулнă. Кунта вӑл  депутатсемпе тата хула активĕпе канашлу ирттернĕ, хулан пĕлтĕрхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн катартӑвӗсемпе тата 2015 çулхи тĕллевсемпе паллашнă. Ĕçлĕ канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсем – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, финанс министрĕ Светлана Енилина тата Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Инна Антонова хут­шăннă.  Пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, Михаил Игнатьев юлаш­ки çулсенче Çĕнĕ Шупашкар лайăх аталанса пынине палăртнă,  хула ырлăхĕшĕн ырми-канми тӑрӑшакан ентешсене тав тунă. «Эпир республика шайĕнче хула валли уйӑракан укçа-тенкĕне сире вăхăтра куçарса пыратпăр. Хамăр çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçлатпăр. Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, хушма укçа-тенкĕ тупас енӗпе тăрăшса ĕçлемелле», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Вырăнти ертӳлĕхе эффективлă мар тăкаксенчен асăрхануллăрах пулма ыйтнă. Хальхи вăхăтра предпринимательсем хăйсем патĕнче вăй хуракансене кирлĕ пек ĕç укçипе тивĕçтернипе тивĕçтерменни çине ытларах тимлĕх уйăрмалла. Паянхи пурнăç таппинче ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене хушма тепĕр профессие алла илме, вĕсене вĕрентсе кăларма  республикăра пурĕ 572 млн. тенкĕ пăхса хăварнă.  Республика Пуçлăхĕ яланхиллех ĕçре хастарлăхпа палăрнисене наградăсемпе чысланӑ.  Канашлура вăрçă ветеранĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медалĕ­сем парса хисеп тунӑ. Анастасия Баланова, Георгий Борков, Агрепина Кудрявцева, Иван Муковоз, Борис Симонов, Владимир Соловьев, Михаил Чекменев тата Николай Якимов  сумлă ветерансем хисепшĕн пуçлăхсене чĕререн тав тунă. Хула администра­цийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков пĕл­тĕрхи со­циаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе тата 2015 çул тĕлле­вĕсемпе паллаштарнă, кăтартусем лайăх пулнине палăртнă. 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, хулара тирпейлекен производствăри ĕç тухăçлăхĕ ӳснӗ, чылай предприятире ĕç тухăçлăхĕ пысăк, унта хăтлă ĕç условийĕсем йӗр­келенӗ тата тивĕçлĕ ĕç укçи тӳлеҫҫӗ. Респ­убликăн инвестици политикинче монопрофильлĕ муниципалитет пĕрлĕхĕсене аталантарасси уйрăм вырăн йышăнать. Чăваш Ен Правительстви тухăçлă ĕçленине пула Çĕнĕ Шупашкара аталантарма федераци укçи-тенкине явăçтарнă. Патшалăх пулăшăвĕ муниципалитетра предпринимательлĕх ĕçне хавхалантарма пулăшнă, инфратытăмпа çыхăннă темиçе проекта пурнăçлама, ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма май панă. Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта юлашки икĕ çулта ҫуртсен картишӗсене тирпей-илем кӳртесси тата тĕпрен юсав ĕçĕсене пурнăçласси ăнăçлă пулса пынине каланă. Çак ыйтупа  кунта вуншар çул та ĕçлемен пулĕ. «Кăçал хулана Чăваш Республикин Çул-йĕр фондĕнчен 92 млн. тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. Паллă ӗнтӗ, нумай çул хушши тирпейлемен ĕçсене  кĕске вăхăт хушшинче пĕ­тĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтерме хĕн, анчах та çитес 2-3 çулта ыйтăва туллин татса пама тăрăшăпăр», - тенĕ  республика Пуçлăхĕ. Хула пуç­лăхĕ Олег Матвеев хăйĕн сăмахĕнче вырăнти администраци иртнĕ çул уйрӑмах тухăçлă ĕçленине асăннă. Республика ертӳлĕхĕ пулăшу кӳнине пула хулашăн пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçланине пӗлтернӗ. Калăпăр: çулсем сарни, ача сачĕсем хута яни, спорт сооруженийĕсем çĕклесе лартни те çакнах çирĕплетсе парать. Йăлари хытă каяшсен полигонӗ патне пымалли 10 çухрăма яхӑн автомобиль çулне сарма 272 миллион тенкĕ тăкакланă. Хулара пурăнмалли çурт-йĕрсем çĕклесе лартни пурне те хавхалантарать. «Республикăри çынсем юлашки çул­сенчи тăнăçлăха, тунӑ çитĕнӳсене упраса хӑварма кирлине палӑр­таççĕ», - тенӗ Михаил Игнатьев. Хула ертӳлĕхне республика Пуҫлӑхӗ малашне тата та эффективлăрах вӑй хума, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме, иртсе пыракан çула лайăх çитĕнӳсемпе вĕçлеме сĕннĕ. Тĕплĕнрех

 



13 марта 2015
16:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter