Чăваш Ен Пуçлăхĕ Мхаил Игнатьев Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче çавра сĕтел мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ калаçăва хутшăннă

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Мхаил Игнатьев Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче  çавра сĕтел мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ калаçăва хутшăннă. Кадр ыйтăвĕсемпе çыхăннă cамантсем пирки чарăнса тăнă. Уçă калаçăва Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, республикăри предприятисен ертӳçисем хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн пăхса тухнă ыйтусем хушшинче сусăрланнă çынсене пĕлӳ парасси пирки те канашланă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче çамрăксене ĕçе вырнаçтарасси çине ытларах тимлĕх уйăрма сĕнет. Республика Пуçлăхĕ паянхи рынокра ытларах импорт таварсем ытларах пулнине асăннă, çавăнпа та паян специалистсене паха та тивĕçлĕ пĕлӳ парасси çине тимлĕх уйăрмаллине асăннă. Енчен те тивĕçлĕ специалистсене хатĕрлесен, вĕсем хăйсен пĕлĕвĕсем çине шанса, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса, кирлĕ пек предприятисем уçма та пултарнине палăртнă çавра сĕтеле пухăннисем. Правительство хăй çине илнĕ яваплăха кирлĕ пек туллин пĕтĕмпех пурнăçласа пырать.  Экономика кризисĕнче çĕнĕрен строительсто ĕçĕсем тытăнассине чарса пынине каланă. Пухăннă хăнасем вĕрентӳ уйрăмĕсене кĕрсе паллашнă, технологи хатĕрсемпе кăсăкланнă, наци тумне курса килленнĕ.  Тĕплĕнрех



14 марта 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter