Канашри Культура керменĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона чаплă лару-тăрура уçнă

Ачалăхшăн Ырă тума васкăр. Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Канашри Культура керменĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççейри ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕн «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафонне чаплă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă. Савăнăçлă мероприятие киносемпе мультфильмсенчи паллă юрăсен авторĕ Юрий Энтин, ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕн ертӳçи, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕн генеральнăй директорĕ Юрий Кислов тата ытти официаллă хăна пуçтарăннă. Фонд чăннипех пархатарлă та сумлă тивĕçе пурнăçлать: çак тапхăрта вăл çĕр-çĕр хевтесĕре, тăлăха, ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă ачасене, йывăр чирпе нушаланакан çул çитмен çамрăка ураланма пулăшнă. Уйрăмах пултаруллă ачасене ĕмĕтĕнчи тĕллевĕсене пурнӑҫламашкӑн май туса панă. Тĕрĕссипе, «Ют ачасем çук, вĕсем пурте пирĕн» ăнтăлупа пурăнакан хастарсен чун хавалĕпе тытăнса тăракан фондăн пурне те хăй хӳттине илмешкĕн хевте çитес çук-ха, паллах. Анчах вăл хĕмлентерни-хавхалантарнипе, несĕлĕмĕрсен ламран лама куçакан ниме мелĕпе Чăваш хутлăхĕн ырă çыннисене кар тăратса, тенкĕ çумне тенкĕ хуштарса çамрăк ентешĕмĕрсен йывăр шăпине çăмăллатма май тупать. Фонд йĕркеленĕ тĕрлĕ акцие çуллен пин-пин çын, вун-вун организаци хутшăннине палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Юрий Энтин «Хĕвелĕн ылтăн пайăрки» юрă халăхра анлăн сарăлни пирки чарăнса тăнă. Юрра ватти-вĕтти кăмăллать. Вăл малашне тата та ытларах юрăсем кĕвĕлесе çырма шантарнă. Раççей ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Юрий Кислов хăйĕн сăмахĕнче пуçтарăнакан укçа-тенкĕ, Михаил Игнатьев сĕнĕвĕпе килĕшӳллĕн, кашни муниципалитета каялла таврăннине палăртнă. Çулсеренех çак мероприяти вăй илсе пынине ҫи­рӗплетнӗ.  Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, унăн пухмачĕ икĕ хут та нумайрах пуянланнине асăннă.  «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон пуçланасса çынсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.  Çак кун хулара ачасем валли ятарлă концерт йĕркеленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллă поэта алла çыхмалли сехет парса хисеп тунă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев çак юхăма хастар тытса пыракансене тав тунă, ентешĕмĕрсем унта хăйсен тӳпине хывасси пирки иккĕленменнине, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе пĕрле пур халăх та вăраха ямасăр пĕр кунхи шалăвне ыр кăмăллăх акцийĕн счечĕ çине куçарса парасса шаннине пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев  хăйĕн ĕç укçин пĕр пайне ачалăхшăн тӑвакан ырӑ ӗҫсем валли яланах васкавлӑн куçарса парать. Сăвап туни сăваппа каялла таврăнать. Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, эсир те ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн ырă тума васкăр. Тĕплĕнрех

 Реквизитсем:

Получатель: ЧРО ООБФ «Российский детский фонд».

ИНН 2128005408, КПП213001001

Расчетный счет 40703810075220160067

В Отделении № 8613 Сбербанка России г. Чебоксары,

БИК 049706609, к/с 30101810300000000609

 



16 марта 2015
10:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter