Чăваш Енре çурхи шыв-шур ака уйăхĕн варринчех сарӑлма пултарать

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Ĕçе пуçличчен чи малтан республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераци налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн çĕнĕ ертӳçипе паллаштарнă. Асăннă служба ĕçне Марина Петрова кăçал пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнчен йĕркелесе ертсе пырать. Ҫак должноçе тин çеç уйӑрса лартнă ертӳçĕ 1995 çултан пуçласа 2012 çулччен Çĕнĕ Шупашкарти налук службинче вăй хунă. «Эсир налук органĕн сферинче чăннипех те пысӑк опыт пухнă. Асăннă тытăма тӗпрен пĕлсе тăратăр. Хӑвӑра шанса панă ĕçе кирлĕ пек пурнăçласса ĕненетпĕр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.  Çулсем çинчи путӑк-шăтăка сапласа йӗркене кӗртессипе ҫыхӑннӑ ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов тĕплĕн паллаштарнă. Кăçал, республикипе илес пулсан, кăрлач уйăхĕнчен пуçласа паянхи кун тĕлне  пурĕ 1,5 пин тӑваткал метр çул-йӗре тирпейленĕ. Пĕтĕмпе 90 пин тӑваткал метр çул-йӗре юсаса йĕркене кӗртме палăртнă. Шупашкар хула администрацийĕ çул сарас ĕçре ытларах «Дорэкс»,   «Дорстрой»,  «Чувашавтодор» организацисенче ӗҫлелекенсем тăрă­ш­ни­не пĕлтернĕ.  Çĕнĕ Шупашкарта ку тӗлӗшпе «Благоустройство» организаци ĕçлет. Республика Пуçлăхĕ хулари çулсене тирпейлес ĕçе вăраха тăсмасăр пурнăçлама хушнă. Каламасăрах паллă, çулсене йывăр ҫӑк турттаракан автомашинăсем пăсаççĕ. Çуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче вĕсене ирĕккӗн çӳреме чарасси ҫинчен калакан ĕç хутне те вăхăтра йышăнмаллине асăрхаттарса хăварнă М.Игнатьев. Чăваш Ери чĕрчун тĕнчин йышне тата вĕсем пурăнакан вырăна сыхлакан, тĕрĕслекен тата йĕркелесе пыракан патшалăх службин тĕп инспекторĕ Владимир Кузюков чĕрчунсем хушшинче тăтăшах тĕл пулакан чирсем ҫинчен каласа кӑтартнă. Уртаракан чирпе чирлекен чĕрчунсен йышĕ кӑҫал ытларах пулнине асăннă.  Тилĕсем ялсене çитсе килти выльăх-чĕрлĕхе чирлеттерес хăрушлăх та пуррине палăртнă, çавăнпа та пурне те асăрхануллă пулма ыйтнă. Чăваш Республикин Гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе майсăр лару-тăру енӗпе ӗҫлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров çуркуннехи шыв-шура кӗтсе илме хатĕрленсе туса ирттернĕ ĕçсем пирки асӑнса хăварнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, енчен те çурхи шыв тӑрук капланса килес пулсан,  республикăри 556 ял тăрăхĕ инкеке лекес хăрушлăх пур. Пĕтӗмĕшле илес пулсан, майсӑр лару-тӑру пулӑмӗсене сирсе ямалли хатĕрсем çителĕклĕ пулнине каланă. Шыв ҫинче инкексем пулманни савăнтарать, лару-тăру пĕлтĕрхи пекех аван. Кăçал çуркунне ир килнине кура, тӗрлӗ техника шыв айне пулас хăрушлăх пысăк пулнине, ку енĕпе ытларах пулăçсен асӑрханмаллине  палӑртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăхпа ытларах профилактика ĕçне йĕркелеме хушнă. Ку хутĕнче канашлура банк тытăмĕнче вăй хуракансем те  тухса калаçнă, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.

 



16 марта 2015
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter