Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка, Вăрмар, Тăвай районĕсенче ĕçлĕ визитпа пулнă

Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка, Вăрмар, Тăвай районĕсенче ĕçлĕ визитпа пулнă.  Вăл депутатсемпе, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе тата районсенчи активпа канашлу ирттернĕ, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе тата 2015 çулхи тĕллевсемпе паллашнă. Ĕçлĕ канашлăва Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова, физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев, Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Сергей Димитриев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем хутшăннă. Канашлăва пухăннисем 2015 çулта бюджетсене шайлаштарассине, экономикăна пĕр тан лайăх аталантарса пырассине, социаллă тăнăçлăха упраса хăварассине сӳтсе явнă. Куславкка, Вăрмар районĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вăрçă ветеранĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медалĕсем парса хисеп тунă. Канашлăва пухăннисем умĕнче тухса калаçнă чухне республика Пуçлăхĕ Раççей экономики çăмăлах мар лару-тăрăва лекнине кура Чăваш Ен Правительстви те республика бюджетне тепĕр хут пăхса тухма йышăннине пӗлтернӗ, çавна май, районсенчи бюджетсене те шайлаштарма, тăкаксен пайне сахаллатма сĕннĕ. Налуксенчен пуçта­рăнакан укçа-тенкĕ сахал кĕнине кура малашне ытларах социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнӑҫлама тӑрӑшмаллине каланă. «Вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе культура, спорт тытăмĕнчи объектсен ĕçĕсемпе малалла та ĕçлĕпĕр. 2013-2014 çулсенче ял тăрăхӗнче пурăнакансене хушма пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе йышăннă Указпа килĕшӳллĕн 60 ФАП хута яма май килчĕ. Кăçал тата 40 ҫавнашкал оьбъект çĕклесе лартма палăртса хунă», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Экономика лару-тăрăвĕ çӑмăлах мар пулин те ял хуçалăх тытăмĕ çирĕппĕн аталанать. «Çĕр çинче ĕçлекенсем пур, çĕр те çителĕклĕ. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне ытларах кĕртессипе ĕçлемелле. Çĕрĕн кашни лаптăкĕпе эффективлă усă курмалла. Çуркунне ир килнине кура, çурхи ĕçсем иртерех пуçланĕç. Вӗсене пурнӑҫлама пурин те хатĕр тăмалла. Ял хуçалăхĕнче ӗҫлекенсемшĕн халӗ ырă тапхăр. Производство калăпăшне ӳстерме майсем пур. Патшалăх çителĕклĕ пулăшу парать. Ялсенче çулсем сарасси, тирпей-илем кӗртесси тĕп ыйтусем шутланаççĕ. Шупашкарта çуртсен картишĕсене тирпей-илем кӗртесси тата тĕпрен юсав ĕçĕсене пурнăçласси ăнăçлă пулса пырать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Министерствӑсен ӗҫченӗсем пĕлтĕрхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе тата 2015 çул тĕллевĕсем çинче чарăнса тăнă. Депутатсемпе вырăнти администраци пуçлăхĕсен ытларах  мĕнпе ĕçлемелли пирки канашланă, тĕрлĕ сĕнӳсем панă. Вырăнти пуçлăхсем районта социаллă инфратытăма аталантарассипе йышăннă проектсене пурнăçа кĕртме витĕм кӳнӗшĕн Чăваш Ен Пуçлăхне, республика Правительствине тав тунă. Вырӑнта пурăнакансем, сӑмахран, Тăвай районĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Римма Антоновна Гурина Чăваш Ен Пуçлăхĕн ĕçне пысăк хак панă. Вуншар çул пурнăçламан ĕçсене, халĕ пĕтĕмпех пурнăçа кĕртни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине асăннă.  Ветерансен тата халăх ячĕпе Михаил Игнатьева çитес суйлавра хăйĕн кандидатурине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма тăратма чĕнсе каланă. Михаил Игнатьев çинчен ырăпа аса илнĕ. Чăваш Республикинче Михаил Васильевич Игнатьевсӑр пуçне асӑннӑ должноҫа йышӑнма тивӗҫлӗ урăх ҫавӑн пек ӑста та пул­таруллă, ĕçчен те пархатарлă çын çук тенĕ. Çитес кĕркуннехи суйлавра Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноҫне суйланма унăн кандидатури чи тивӗҫлине палăртнă. Çак шухăша ытти районсенче ирттернĕ ĕçлĕ тĕл пулусенче те халăх шанчӑклӑн çирĕплетсе каланă. Канашлусенче çынсем Михаил Игнатьев хăйĕн ĕçне чăннипех те çӳллĕ шайра пурнӑҫласа пынине, республикăри лару-тăрăва çирĕп пĕлсе йĕркеленине палăртнă. «Эпир халăхшăн тăрăшатпăр. Пире хамăрăн ĕçсемшĕн пĕрре те намăс мар. Малашне те хамăра шанса панă ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа тата таса чунпа пурнăçласа пырăпăр», - тесе хуравланă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех

 



16 марта 2015
10:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter