Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Терроризма хирĕç кĕрешекен комисси ларăвне ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Терроризма хирĕç кĕрешекен комисси ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн Раҫҫей Федерацийӗнче 2013-2018 çулсем валли йышăннă Терроризма хирĕç кĕрешмелли комплекслă план пурнăçа еплерех кĕрсе пыни пирки канашланă. Чăваш Енри лару-тăру ҫинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ Александр Иванов, культура министрĕ Вадим Ефимов, вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тĕплĕн каласа кăтартнă, планпа килĕшӳллĕн йышăннă ĕçсем туллин пурнăçланса пынине асăннă. Калăпăр, культура тытăмĕпе илес пулсан, пурĕ 80 яхăн тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Вĕренӳ пайĕнче пĕлтĕр республикăра çамрăксене явăçтарса 500 ытла мероприяти йĕркеленĕ. Чăваш Республикин Информаци политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, «Чăваш Ен террора хирĕç» республика шайĕнче пуçласа журналистсем хушшинче конкурс йĕркеленĕ.  Пĕтĕмĕшле илес пулсан, пур мероприяти те террора хирĕç кĕрешес енĕпе пулса иртнĕ. Республикăра ку енӗпе кăтартусем аван. Паянхи кун тӗрлӗ транспорт çине ытларах тимлĕх уйăрма тăрăш­малла, пĕлтерĕшлĕ пысăк объектсене те куçран вĕçертме юрамасть. Асăннă тытăмсенчи ыйтусемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков, Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов паллаштарнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи çитĕнӳсене кура, лăпланса лармалла маррине, общест­вăри тăнăçлăха упраса хăварас енӗпе ҫине тӑрса ĕçлемеллине, асӑннӑ ыйтăва куçран вĕçертме юраманнине, ку тӗлӗшпе пурин те питĕ асăрхануллă тата тимлĕ пулмаллине палӑртнă. Тĕплĕнрех



17 марта 2015
15:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter