Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Наркотиксемпе кĕрешекен комиссин ларăвне ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Наркотиксемпе  кĕрешекен комиссин ларăвне ирттернĕ. Хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераци Атăлçи округĕн е пĕтĕм  Раççей шайĕпе илес пулсан, Чăваш Республикинче юлашки çулсенче наркотикпе иртӗхнӗ тĕслĕхсен хисепĕ самай чакнине ҫирӗплетнӗ. Шупашкарта юлашки вăхăтра психикăна витĕм кӳрекен наркотик йышши хутăшсене сутакан вырăнсене урӑх тупса палăртманнине, вĕсене тĕп тăвас енĕпе çине тăрса ĕçлени хӑйӗн уссине кӳнине асӑннă. Наркомани сарăлнин танлаштаруллă кăтартăвĕсем енӗпе пӑхас пулсан – Чăваш Ен пирки лăпкă регион теме пулать.  Наркотиксĕр пурăнма пултарайман çынсен хисепĕ çулсерен пĕчĕкленсех пынине палӑртнă. Наркомание хирĕç кĕрешсе тĕрлĕ профилактика ĕçĕ­сем йĕркелени, халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине ытларах сарни, наркотиксӗр пурӑнайман çынсене вăхăтра тупса палăртса сиплени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă ларăва пухăннисем. Пур-пĕрех регионшăн асăннă тема актуаллă. Раççей Федерацийĕн Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан федераци службин Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Евгений Барсуков Чăваш Республикин территорийĕнче наркотик шутланакан ӳсен-тӑрана саккуна пăхăн­масăр акса хăваракансене тупса палăртас тата ҫавнашкал ӳсен-тӑрана тĕппипех пĕтерес енӗпе ятарлă комплекслă план йышăнни ҫинчен пӗлтернӗ. Наркотиксене хирĕç кĕре­ше­кен комиссин пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин Пуç­лăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин çумĕ – вăлах комисси аппарачӗн ертӳҫи, Тӗрӗслев тата общество хӑ­руш­сӑр­лӑхӗн уп­рав­ленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Метелкин паллаштарнă. Статистика кăтар­тăвĕсем тăрăх, наркомани чирĕпе чирлекенсен хушшинче ытларах арçынсем. Чирлисем пысăк хуласенче йышлӑн палăраҫҫӗ. Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕн тӗслӗхӗсене тата унпа усă курнӑ фактсене илсе кӑтартнӑ. Психикăна витĕм кӳрекен хутăшсем енӗпе йӗркеленнӗ лару-тӑрӑва та тӗплӗн тишкернӗ. Тӗплӗнрех

 



17 марта 2015
15:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter