Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин айăплава пурнăçлакан службин уявне халалласа ирттернĕ паллă пулăма хутшăннă

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин айăплава пурнăçлакан службин уявне халалласа ирттернĕ паллă пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие Раç­çейĕн айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Ре­с­­­пуб­ликинчи управленийӗн пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăха пур­нăçлакан Александр Робота, Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Управленире вăй хуракансене, мĕн пур ветерана уяв ячĕпе саламланă, пысӑк яваплăхпа ҫыхăннă ĕçе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнăçланӑшӑн  тав тунӑ, ҫирĕп сывлăх, хастар кăмăл, шанăçлăх тата ырлăх суннă. «Сирӗн ӗҫӗр тимлĕх ыйтать, ăна пурнăçлама çӳллӗ шайри ăс­талăх кирлӗ, вăл служба ӗҫ-хӗлӗн йӗркисемпе мелӗсене тӑтӑшах ла­йӑх­латса пыма хистет. Паян республикăра лару-тăру аван», - тенĕ Пуçлăх. Тӳрĕ кăмăлпа, хастар та тухӑҫлă ĕçлекенсене республика Пуçлăхĕ Тав сăмахĕпе чысланӑ тата алла çыхмалли сехет парса хав­халантарнă. Хисепе тивĕçнисем: Владимир Баранов, Алексей Ермолаев, Наталья Зайцева, Алексей Павлов. Федераци службин Чӑваш Ре­с­­­публикинчи управленийӗн пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Робота управленин пĕл­тĕрхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă, наградăсене тивĕçнисене уйрăммăн палăртса хисеп тунă. Тĕплĕнрех



18 марта 2015
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter