Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн пресс-кон­ференцийĕ иртнĕ

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн пресс-кон­ференцийĕ иртнĕ. Республика Пуçлăхĕ федераци, республика ша­йӗнчи, хуласемпе районсенчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсен  журналисчӗсене кăсăклан­таракан ыйтусене хуравланă. Ку хутĕнче тĕл пулăва 50 ытла журналист пухăннă.  Республика Пуçлăхĕ 22 ыйту çине хурав панă. Ыйтусем, паллах, тĕрлĕрен: социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ, кризиса хирĕç кĕрешесси, ял хуçалăх тытăмĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, политика тата ыт.те.  Чăваш наци культурипе чĕлхине упраса хăварасси, тĕрлĕ регионсемпе ют çĕршывсенчи чăваш диаспорисем хушшинчи туслă çыхăнăва анлăлатасси, 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çентерӳ тунăранпа 70 çул çитнине уявласси, вăрçă историйĕпе çыхăннă палăксене, обелисксене, асӑну хăмисене тирпей-илем кӳресси пирки те калаçнă. 2015 çулхи çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсен V чемпионачĕ уçăлать. Кун пек ăмăрту Раççейре пуçласа иртет. Журналистсем кун çинчен те тĕплĕн ыйтса пĕлнĕ. Литература çулталăкне тата   Константин Васильевич Ивановăн çулталăкне паллӑ тӑвас енӗпе республикӑра ĕç-пуç епле пынипе кăсăкланнă.  Пухăннисем Михаил Игнатьев çитес суйлавра хăйĕн кандидатурине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма тăратни-тӑратманни пирки темиçе хутчен те ыйту хускатнă. «Суйлав кăçал авăн уйăхĕнче иртет. Эпĕ хамăн кандидатурӑна тăратма хатĕрленетĕп. Уйрăм муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче активпа тĕл пулнă вăхăтра  халăх çак ыйтăвах парать. Чăннипех те, суйлавччен вăхăт нумай юлмарĕ – çур çул кăна. Эсир манран халăх шаннине туятăр-и тесе ыйтатăр.  Эпĕ общественноçпа, общество ӗҫченӗсемпе час-часах тĕл пулатăп. Вĕсем манран Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма суйлавра хама кандидата тăратма ыйтаççĕ. Республикăра суйлав ирттермелли йӗркесене федераци тата республика саккунӗсем палӑртаҫҫӗ. Эпĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн членĕ.  Парти йышӗнче тăракан юлташсем хăйсен шухăшне калаччӑр тесе эпĕ  праймериза хутшăнăп. Праймериза мĕнле схемăпа тата мелпе ирттерессине регионти конференци палăртĕ», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Вăл çакăн пекех Чăваш Республикин территорийĕнче регистраци иртнӗ партисен суйлавра хăйсен кандидачĕсене республика Пуçлăхĕ пулма тӑратма ирĕк пулнине асăннă. Регион ертӳçин тĕллевĕ - суйлава уççăн тата таса ирттерме майсем йĕркелесси. Паянхи мероприятие Чăваш наци телекуравĕн эфирĕнче пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче каçхине 17.00 тата 21.00 сехетсенче, ҫавӑн пекех пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче 11 сехетре пăхма пулĕ.

 «Россия - 1» каналпа пресс-конференци ҫинчен каласа кӑтартакан ятар­­лă репортажа «Эрнери пулӑмсем» программăра пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче 10 сехет те 20 минутра,  пресс-конференцин тулли версине вара пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче вара 9 сехетре пăхма пулать.

 Наци радиовĕн хумĕ çинче пресс-конференцие пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче 19 сехет те 10 минутра,  мартăн 21-мĕшĕнче 10 сехетре, Раççей радио хумĕ çинче мартăн 19-мĕшĕнче 12 сехет те 10 минутра итлеме пулать.

 Тĕплĕнрех



18 марта 2015
17:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter