Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртет

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн темисем Чăваш Республикин 2014 çулхи экономикăпа со­циаллă аталанăвĕн кăтартăвĕсем тата 2015 çулхи тӗллевсем, çавăн пекех 2015 çулта пурнӑҫламалли çул-йĕр строительствин ĕçӗ. Информаци кунĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси мĕнле пынине те сӳтсе явĕç. Çавăн пекех 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çентерӳ тунăранпа 70 çул çитнине уявласси, вăрçă историйĕпе çыхăннă палăксене, обелисксене, асӑну хăмисене тирпей-илем кӳресси пирки те калаçĕç. Информаци ушкăнĕсем ял тăрăхĕсене çитсе курĕç, халăхпа тĕл пулĕç. Çавăн пекех граждансене  йышăнассине те  йӗркелесе ирт­терӗҫ.



18 марта 2015
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter