Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе çулталăк çитнине халалласа Шупашкарта иртнĕ акцие хутшăннă

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе çулталăк çитнине халалласа Шупашкарта иртнĕ акцие хутшăннă. Крым Республикипе Севастополь хули халӗ пирĕн çĕршыв субъекчĕсем.  Республика Пуçлăхĕ çак мероприятие ячĕ­шĕн çеç мар, Раççей Федерацийĕн чӑн-чӑн гражданинĕ пулнине ҫирӗп­летсе, юратнă Раççее, тăван Чăваш Ене сума суса, чун-чĕре хушнипе килнине, истори тĕлĕшĕнчен  акци çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă.  «Крым Республикипе Севастополь хулинче пурăнакансем, Раççейри пур халăх та çак уява савăнса кĕтеççĕ, ӗмĕртен пĕр тăван пек пурăннă халăх çĕнĕрен пĕрлешнине ырлаççĕ. Чăваш Енре ҫуралса ӳснӗ, халĕ Крымра, Севастополь хулинче пурăнакансемпе калаçрăмăр. Пурте хăйсен ытарайми савăнăçне палӑртаççĕ. Чăнлăх çĕнтернӗшĕн калама çук хытă хĕпĕртеççĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  Çак пулăма йĕркелесе ирттерес енӗпе ветерансем, профсоюз членĕсем, çамрăксемпе ытти культура ĕçченĕсем, пĕр сăмахпа каласан, Чăваш Енри пур çын та пуçаруллă пулнă. Çакăн йышши мероприятисем çĕршыври ытти хуласенче те иртнӗ.  Тĕплĕнрех



19 марта 2015
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter