Елчĕк районĕ: музей кĕтесĕнче – истори урокĕ

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсем истори урокне музей кĕтесĕнче ирттерчĕç. Аслǎ Аттелĕх вǎрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитет. Историнчи çак пулăм пиртен аякка кайса пырать пулин те, хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр Тăван çĕршывпа унăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă аслă ăрури çынсен паттăрлăхĕ манăçмасть. Эпир Аслă Çĕнтерÿ пире мĕн хака ларнине, тăнăç пурнăçшăн хаяр çапăçусенче хăйсенчен мĕн кирлине тунă паттăрсене яланах астăватпăр. Истори учителĕ Макарова Р.В. вĕренекенсене хаяр вăрçă çулĕсене аса илтерчĕ.

 

Музей кĕтесĕнче фронтран килсе тăнă виç кĕтеслĕ çырусем те пур. Вĕсене искусство произведенийĕсен шутне кĕртме пулать. Ачасем Райков Александр Антонович 1942-мĕш çулта хăйĕн мăшăрĕ София патне янă 2 çырупа паллашрĕç. Кашни вуламассерен çырури йĕркесем чуна ыраттараççĕ. Пĕрремĕш çырура салтака фронтри йывăрлăх мар, пачах урăххи – килĕнче юлнă мăшăрĕпе пĕчĕк ачисем мĕнле пурăнни ытларах пăшăрхантарнă. Ĕмĕрлĕх куçне хупнă чух та юлашки шухăшĕ çемье çинченех пулнă-тăр: «Салам, Софи мăшăрăм, юратнă ачамăрсем! Мĕнле пурăнатăр? Сывлăхăрсем епле? Çимеллисем çитсе пыраççĕ-и? Тырă пулчĕ-и? Улма мĕнле тухрĕ? Сирĕн шанчăк улма çинче кăна пуль? Сывă пулăр. Софи, Роза, Зоя, Лена манран салам. Ратнесене, кÿршĕсене салам кала. 3 ноябрь1942 çул».

 

Салтак çырăвĕсем - виç кĕтеслĕ хыпарçăсем. Пĕр хут вулатăн вĕсене, тепĕр хут… Тĕлĕнетĕн: мĕн тери чăтăмлă пулнă салтак чĕри! Хăрушă вилĕм юнашарах утса çÿренĕ пулин те – çавна пачах курман, туйман пек çырса кăтартма пултарнă хăйсен çырăвĕсенче.

 

   «Халь пурăнатпăр аван. Мана «За отвагу» медальпе наградăларĕç. Нимĕçсен икĕ машинине персе лектертĕм. Пĕр машини çинче нимĕç автоматчикĕсем ларса пыратчĕç, теприн çинче – начальникĕсем. Тăшман салтакĕсене пурне те плена илтĕмĕр. Халь эпир фашистсене аякках хăваласа ятăмăр… 21 декабрь 1942 çул». Çак çыру Александр Антоновичшăн юлашки пулнă. Çырусемпе паллашнă чухне ачасен куçĕсем шывланчĕç.

 

Пирĕн телейлĕ пурнǎçшǎн пуçĕсене хунǎ çĕршер салтак ячĕсене ырǎпа асǎнмалла. Вĕсем пирĕн пуласлǎхшǎн çапǎçса пуçĕсене хунǎ. Вǎрçǎ паттǎрĕсен ырǎ ячĕ ǎруран ǎрǎва куçтǎр. Вĕсене нихǎçан та манар мар.

 



19 марта 2015
11:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter