Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Общество палатин членĕсемпе тата общество организацийĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Общество палатин членĕсемпе тата общество организацийĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă.  Раç­çейпе Крым пĕрлешнĕренпе çулталăк çитнĕ кун Раççей обществине хальхи условисенче аталантарассипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ пухӑннисене Крым Раççейпе пĕр­лешнĕренпе çулталăк çитнĕ ятпа саламланă. «Çулталăк каялла Раççей Федерацийĕн ертӳлĕхĕ тата Крымра пурăнакансем Раç­çейпе Крыма пĕрлештерес шухăша эпир те пĕр харăссăн ырларăмăр. Раççейри пур халăх та пĕр шухăшлă пулса Крым çыннисене тарават кĕтсе илчĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Вăл çавăн пекех нумаях пулмасть Крым Республикипе Севастополь хулинче Чăваш Республикинчен ятарлă делегаци пулса курни çинчен каласа кăтартнă. Унта пулнӑ вӑхӑтра пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан ĕç хучĕсене çирĕплетнине асăннă. «Эпĕ вĕсен куçĕсенче савăнăç куртăм. Чăнласах та вĕсем хăйсене çĕнтерӳçĕ пек туяççĕ. Хăй вăхăтĕнче Украина влаçĕ вĕсем çине пачах та тимлĕх уйăрманнине калаççĕ, заводсем ĕçлеменнине пĕлтереççĕ.  Халĕ Крымпа Севастополь халăхĕ Раççей саккунӗсене пăхăнса пурăнать. Чăнлăх çĕн­терчĕ. Ҫакна пирĕн тӑтӑшах палӑртса тӑмалла. Эпир ял хуçалăх тата промышленноç организацийĕсенче пулса кур­тăмăр. Влаç органĕнче ӗҫлекенсемпе тĕл пулса калаçрăмăр, бизнес-пĕрлешӗвӗсемпе курнăçрăмăр. Шансах тăратăп: пирӗн хушӑмӑрти çыхăнусем малашне татах та çирĕпленсе пырӗҫ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ,  «Спектр» НПП» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Сергей Михеев хăйĕн сăмахĕнче Крым халăхĕпе тачă çыхăнса ĕçлес енӗпе тунӑ пуçарура Чăваш Ен Пуçлăхĕн витӗмӗ чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палӑртнă.  Тĕл пулăва пуçтарăннисем «Телекӗпер» мелӗпе Севастопольти чăваш диаспорин представителĕсемпе онлайн йӗркипе тӳрĕ эфира тухнă. Калаçăва Севастополь хулинчи Правительство çумĕнчи наци та тĕн ĕçне йĕркелесе пыракан департаментӑн пай пуçлăхĕ Владимир Рябыхло тата ытти сумлă ентеш хутшăннă.   Вĕсем Чăваш Енрен килнĕ делегаци хӑйсене савăнăç парнеленине асăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева çакăн пек пысăк делегаципе хӑйсен патӗнче пулса курнӑшӑн чĕререн тав тунă.  Михаил Игнатьев вĕсене тăван çемьене – Раҫҫей Федерацийӗн йышне таврăннӑ ятпа саламланă. «Халăх ырлăхĕшĕн пĕтĕм йывăр­лăха парăнтарса, эффективлă ĕçлеме тăрăшăпăр. Чăваш Енĕн чи паллă уявне – Республика кунне – пӗрле палӑртма сире тепĕр хут йых­рав­латăп. Эпир хăнасене яланах тарават», – тенĕ Пуçлăх.  Ӗçлĕ тĕл пулӑва хутшӑннисем Чăваш Ен Правительстви тытса пыракан курса ырланă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Игорь Кушев регионта влаç органĕсенче тӑрӑша­кансем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине палăртнă. «Чăваш Ен Пуçлăхĕ çине нумай йывăрлăх тиенет. Региона ертсе пырасси çăмăл ĕç мар. Республика Пуçлăхĕн ĕç графикĕ те, ăнланатăп – питĕ кăткăс. Чăнласах та нумай ĕçлемелле. Эпĕ ҫакна пĕтĕмпех пĕлсе тăратăп. Мана республикăра влаçпа халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени  мăнаçлантарать»,- тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне Игорь Кушев.    

 Тĕплĕнрех



19 марта 2015
11:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter