Чăваш Ен малашне те Крымпа Севастополь халăхне пулăшĕ, çыхăнăва çирĕплетсе аталантарса пырĕ

  Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕччен республика бюджечĕ еплерех пурнăçланни çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн каласа кăтартнă. Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн тупăш пайĕ пӗтӗмпе 3651,2 млн тенкӗпе, налуксенчен кĕрекен пайӗ - 1727 млн тенкĕпе танлашнă. Çĕршыври лару-тăрăва кура, тăкаксен пайне чакарасси пирки сăмах пуçарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ҫак хыпара халăх патне ним пытармасăр илсе çитермеллине палăртса хăварнă.  Вăл бюджета кулленех тултарса пырассипе çине тăрсах ĕçлемеллине асăннă. Енчен те предприятисемпе организацисем хăйсем патĕнче ĕçлекенсене кирлĕ пек укçа-тенкĕпе тивĕçтермеççĕ пулсан, айăплисене тупса палăртса явап тыттармаллине, паянхи пурнăçра пурин те саккуна пăхăнса таса чунпа ĕçлесе пымаллине уйрăммăн палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пат­шалăх аппарачӗн тытӑмӗнче вăй хуракансен тăкак пайне чакарассине, çитес икĕ çул хушшинче патшалăх граждан служащийĕсен шутне 10 процента çити сахаллатма палăртни çинчен пĕлтернĕ. Чăваш Республикин харпăрлӑхӗнче шутланакан патшалăх пурлăхĕпе тата çĕр лап­тă­кĕсемпе  пĕлсе тата эффективлă усă курасси çинчен Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин каласа кăтартнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, кăçал нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне патшалăх пурлăхĕнчен  298,1 млн тенкĕ тупăш кĕнӗ, ку вӑл пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 40 процент ытларах. Республикăра нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерес ыйту куллен лайăх пурнăçланса пырать, учетра тăракансенчен 58 процентне унпа тивĕçтернĕ те. Паянхи кун тĕлне республикăри Улатăр, Канаш, Пăрачкав, Çĕмĕрле райо­нӗсенче çак ĕçе туллин пурнăçланă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă Чăваш Ен делегацийĕ Мускавра, Крым Республикинче тата Севастопольте ĕçлĕ визитпа пулни çинчен Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн каласа кӑтартнă.  Министр Турци халăхĕ Чăваш Енпе кă­сăкланнине, ял хуçалăх, строительство тата ытти хăш-пĕр отрасльсем çинчен тӗплӗн ыйтса пĕлнине асӑннă, тĕрлĕ килĕшӳсем çирĕплетме май килнине палăртнă. Крымра пурăнакансем Чăваш Республикин паха опытне хăйсем патĕнче тĕпе хурса ĕçлеме палăртнине асӑннӑ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вĕсене, паллах, ытларах бюджет, çĕрсемпе пурлăх ыйтăвĕсем, сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ тытăмĕ, халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйту кӑ­сӑк­лантарать. Унта ĕçлекен предприятисем юлманпа пĕрех.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Крым халăхĕн тав сăма­хĕсене Чăваш Енре пурăнакансем патне илсе çитернĕ, унта пурӑ­накансем чăннипех те кăмăллă юлнине, ҫитес вăхăтра пирĕн пата хăнана килсе курма палӑртни ҫинчен пĕлтернĕ.

 



02 марта 2015
18:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter