Чăваш Рес­публикинчи патшалăх влаçĕн органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хĕллехи Спартакиади пулса иртнĕ

Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи «Улăп» сывлăхпа спорт центрĕ çумĕнчи стадиона халăх йышлăн пухăннă. Кунта Чăваш Рес­публикинчи патшалăх влаçĕн органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хĕллехи Спартакиади пулса иртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлă­хĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев спортсменсене Спартакиада шучĕпе йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем уçăлнă ятпа хĕрӳллĕн саламланă, спорт ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнӳсем тума сĕннĕ, пурне те савăк кăмăл-туйăм суннă.  Спартакиада физкультурăпа спорта юратакан­сен, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышне ӳстерме пулăшнине палăртнă. Хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн  Ертӳçи Юрий Васильев Сочире иртнĕ хĕллехи Олимп тата Паралимп вăййисене ирттерме пысăк витĕм кӳнисене - Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова тата Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхне Георгий Егорова - Раççей Федерацийĕн Пезиденчĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн панă медальпе наградăланă. Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче пăшалпа тĕл перессипе ирттернĕ спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерӳçисене дипломсем парса хавхалантарнă. Хĕрӳ тупăшусенче малти вырăна Чăваш Республикин финанс министерстви тухнă, иккĕмĕш вырăна ял хуçалăх министерстви, виççĕмĕшне - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн команди тивĕçнĕ. Йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем VIP чупуран пуçланнă, хыççăн командăсем ăмăртăва тухнă. Эстафетăра пилĕк çын ăмăртнă: виçĕ арçынпа икĕ хĕрарăм. Арçынсем икĕ çухрăм, хĕрарăмсем пĕр çухрăм та икçĕр метр чупнă.  XIV-мĕш Спартакиадăна пурĕ 1000 яхăн спорта юратакан хутшăннă,  çĕнтерӳçĕ ятне ял хуçалăх министерстви тивĕçнĕ. Спартакиада çулталăк тăршшĕпех иртет. Хĕллехи тапхăрта – йĕлтĕрпе чупассипе тата пăшалтан перессипе, çуркунне – шашка, шахмат, сĕтелçи теннис, волейбол тата мини-футбол, çулла – пĕрлештернĕ эстафета, мини-футбол (финал), канат туртассипе, кĕркунне – волейбол (финал), ишессипе, стрит-бол (финал), дартс вăййисем енĕпе.



02 марта 2015
17:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter