Шупашкарта Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çемьесем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче  Шупашкарта Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çемьесем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн «Çирĕп çемье» проект  йĕркелӳçи Валерий Филимонов хутшăннă. Кăçал мероприяти тăваттăмĕш хут иртнĕ. Чăннипех те, Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен спорт уявĕ пурне те хавхалантарать. Ку хутĕнче ăмăртусенче республикăри районсемпе хуласенчен пурĕ 58 ушкăн тупӑшнӑ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, спорт уявне хутшăнма кăмăл тунисен хисепĕ кăçал икĕ хут нумайрах. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ӑмӑртӑва хутшӑнакансене пурне те çĕнтерӳçĕсем тесе палăртнă. Вĕсемшĕн чи кирли медальсем мар, хăйсен сывлăхне упраса ҫирӗплетесси тӗп вырӑнта тӑнине асӑннӑ. «Кăмăл-туйăм кашнин савăк. Спорт пурин чунне те çемçетсе хавхалантарса ярать, йывăрлăхсене те çĕнтерме пулăшать. Сирĕнпе пĕрле эпĕ те савăнатăп. Сирĕн çитĕнӳсем мана та хавхалантараççĕ. Пурне те пурнăçра, спортра ăнăçусем сунатăп», - тесе каланă старта тухакансем умĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Республикăри районсемпе хуласенчен килнĕ çемьесем виçĕ ушкăнра тупăшнă. Шупашкартан, Канаш районĕнчен  килнĕ çемьесем, хăйсен спортри ăсталăхне кăтартса, çĕнтерӳçĕсем пулса тăнă. Ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев старта тухнисемпе курнăçнă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Ҫӗнтерӳҫӗсене наградăсем парса чысланă. Канаш районĕнчен килнĕ Егоровсен çемьи республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева спорт çине пысăк тимлĕхпе пӑхнӑшӑн чĕререн тав тунӑ, Чăваш Республикинче сывă пурнăç йĕркине тытса пыма кирлĕ пек пур услови те çителĕклĕ пулнине асăннă. Тӗплӗнрех



02 марта 2015
10:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter