Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Крым Республикинче пулнă май, Михаил Павлович Бочкарёв вăрçă ветеранĕ, контр-адмиралпа тĕл пулнă

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Крым Республикинче пулнă май, вăл Чăваш Республикинчи Пăрачкав районĕнче çуралса ӳснĕ Михаил Павлович Бочкарёв вăрçă ветеранĕ, контр-адмирал патĕнче хăнара пулнă. Паттăр салтак 9 орденпа 41 медале тивĕçлĕ пулнă. Чăваш Енре ӳссе ҫитĕннĕ Тăван çĕршывӑн Аслă вăрçин ветеранне Михаил Игнатьев вăрăм ĕмĕрлĕ кун-çул суннă,  паттăрла ĕçсемшӗн чĕререн тав тунă. «Ялтан тухнă çамрăк салтакăн паттăрла ĕçĕсем паянхи çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Фашистла Германие çĕнтерессине çывхартас ĕçе миллионшар çын хăй вăйĕ ҫитнĕ таран тӳпе хывнӑ, вĕсенчен нумайăшĕ çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăн­манлăхне сыхласа хăварассишĕн пурнăçне панă. Паян çитĕнекен ăрăвăн çĕршыв историне пĕлсе ӳсмелле, Михаил Павлович Бочкарёв паттăрлăхне тĕслĕх вырăнне хумалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Нумаях пулмасть 96 çул тултарнă Михаил Павлович Бочкарёв Чăваш Ен Пуçлăхне ырласа тав тунă. Тӗлпулу вăхăтĕнче сумлă ветеран вăрçăн тумхахлă çулĕсем пирки каласа кăтартнă, кулленхи пурнăçĕпе паллаштарнă. Михаил Павлович  хăй çинчен çырнă аса илӳ кĕнекисене Михаил Игнатьева парнеленĕ. Г.В. Плеханов ячĕллĕ Раççей экономика универ­ситечĕн Севастопольти филиалĕнче Михаил Игнатьев чăваш ентешлĕхĕпе тата казаксен пред­ставителĕсемпе тĕл пулнă. Регионсем хушшинчи культурăна аталантарассипе, истори еткерлĕхне сыхласа хă­ва­рассипе çыхăннă ыйтусем çине об­щест­вăна тимлĕрех пăхтарас, çам­рăк­сене воспитани парас ĕçре çĕршывăмăрăн культурин пĕлтерĕшне ӳстерес тĕл­левпе курăмлă ĕçсем тунăшăн Севастопольти ентеш­лĕхӗн хастар çыннисене: Ираида Бугорскаяна, Любовь Тавлуя тата Анна Тимофеевăна  тав çы­рăвĕсем парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех



02 марта 2015
11:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter