Вăрçă вăхăтĕнчи хастарлăхшăн

Мартăн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакан Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене - 36 çынна «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул» юбилей медалĕсем панă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Çĕнтерÿ кунĕ çынсен чĕрисенче уйрăмах паллă вырăн йышăннине палăртнă.

- Пĕтĕм ăрусене пĕрлештерекен çутă уяв. Пирĕн халăх, çамрăккисенчен пуçласа аслă çулхисем таранах, Тăван çĕршыва юратни, паттăрлăх, пĕрле, пĕр шухăшлă пулни кирек епле тăшмана та çĕнтерме пултарнине кăтартрĕ. Ĕçе юратакан, чун-чĕреллĕ чăваш халăхĕ Аслă Çĕнтерÿшĕн вăй-халне шеллемерĕ, - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Михаил Игнатьев ветерансем çулленех сахалланса пынăшăн пăшăрханнине палăртнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисем 1550 çын юлнă, тыл ĕçченĕсем - 22 пин, тăлăх арăмсем - 3 пин ытла, «Блокадăллă Ленинградра пурăнакан» паллăна тивĕçнисем - 51, фашизм тĕрминче пулнă 82 çын.

- Кам Çĕнтерĕве туптанă, ун пеккисем çине патшалăхăн, обществăн пысăк тимлĕх уйăрмалла. Тăван çĕршывшăн хăйсен пурнăçне панисене асра тытмалла. Вĕсен тĕслĕхĕпе çамрăк ăрăва воспитани памалла, çĕршыва шанчăклă хураллама вĕрентмелле, - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Çĕнтерÿ фронтра кăна мар, тылра та туптаннă. Пирĕн ентешсем çапăçу хирĕнчисене пулăшас тесе пысăк тÿпе хывнă. Вĕсенчен пĕри - Элĕк салинче пурăнакан Васса Ивановна Иванова. Вăрçă ветеранне паттăрлăхĕпе хастарлăхне палăртса «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул» юбилей медалĕ панă. Васса Иванова 1927 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче Пĕчĕк Йăлкăш ялĕнче çуралнă. Йăлкăш шкулĕнчен (1942 çул), Элĕкри вăтам шкултан (1945 çул) вĕренсе тухнă. Унăн çамрăклăхĕ йывăр çулсенче иртнĕ. Вăл ял çыннисемпе пĕрле колхоз уйĕсенче ĕçленĕ: сухаланă, акнă, тырă-пулă пухса кĕртнĕ. Пĕтĕм ĕçе алă вăйĕпе тунă. Выçăллă-тутăллă вăй хунă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе фронта тырă ăсатнă. Васса Ивановна вăрман каснă, торф кăларнă çĕрте те ĕçленĕ. Вăл чи йывăр ĕçсенчен хăраман.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче звеньевойра, бригадирта, сĕт-çу фермин заведующийĕн- че вăй хунă. Вăл 1950-1960 çулсенче Йăлкăш ял Совечĕн секретарĕ, 1960-1964 çулсенче - Йăлкăш ял Совечĕн председателĕ, 1965-1971 çулсенче районти ĕççыннисен депутачĕсен Совечĕн ĕçтăвкомĕн секретарĕн должноçне йышăннă.

1971-1985 çулсенче - районти социаллă пулăшу пайĕн заведующийĕ.

Ăна Аслă Отчественнăй вăрçă çулĕсенче лайăх ĕçленĕшĕн «1941-1945 çулсенчи Аслă Отчественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнă ятпа хастар ĕçленĕшĕн» медальсем, юбилей медалĕсем парса чыс тунă. Вăл «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

 



Элĕк районĕн хаçачĕ
02 марта 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter