Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шăмăршă, Патăрьел районĕсенче тата Канаш хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă

Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шăмăршă, Патăрьел районĕсенче тата Канаш хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă май, депутатсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе,  вырăнти ертӳлĕхпе, сумлă та паллă çынсемпе тĕл пулнă.  Мероприятие çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Наиля Зинетуллина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕпе Олег Мешковпа Петр Никифоров тата Вячеслав Александров депутатсем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин пĕрремĕш çумĕ Сергей Артамонов хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн док­ладĕнче районсемпе хуласенче социаллă пурнăçпа эко­но­микăна çирĕп аталантарма йышăннă плана мӗнлерех пурнăçа кĕртсе пыни ҫинче ытларах чарӑнса тӑнӑ.  Юлашки çулсенче пур­нăçланă пĕтĕм ĕçшĕн депутатсене, ĕç çыннисене хăйсен ĕç вырăнĕнче тăван республика ырлăхĕшĕн тӳрĕ кăмăлпа тата ырми-канми ĕçленĕшĕн тав тунă. 2013 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Раҫҫей Федерацийӗнчи 85 субъект хушшинче, икĕ субъект Правительство ирттернĕ конкурса хутшăнман, пирĕн Чăваш Республики 14-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Кăтарту, чăнах та, пурне те савăнтарать. Хисепе кура мухтавĕ те – республика 165 млн. тенкĕ премие тивĕçнĕ. Пĕлтĕрхи кăтартăва илес пулсан, çи­тĕнӳсем 2013 çулхинчен тата та пысăкрах. Паян экономикăри çăмăлах мар лару-тăру Чăваш Ен Правительствине рес­пуб­ликăн 2015 çулхи пĕрлештернĕ бюджетне тепĕр хут пăхса тухма ыйтать. «Çĕрпе пурлăх усăсăр япаласем пулмалла мар. Вĕсен вырăнти бюджета тупăш кӳмелле. Пурлăх ком­плексĕсемпе пĕлсе усă курмалла», – тесе çирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл юлашки çулсенче республикăра суту-илӳ, промышленноç предприятийĕсем лайăх çĕкленсе  пынине асăннă. «Экономика çирĕпленчĕ. Юлашки çулсенче пĕр пысăк предприятире те панкрутлăх ĕçĕсене пуçарман. Вуншар пысăк технологиллĕ çĕнĕ производствăсем туса хута ятăмăр, пысăк ĕç укçи тӳлекен пиншер ĕç вырăнĕ йĕркелерĕмĕр», – тенĕ Пуçлăх. Ҫавнашкал пысăк заводсен шутӗнче: «КЕТРА», «Етӗрнесӗт», Çĕнĕ Шупашкарти "Экоклинкер" тулли мар яваплă обществăн илемлетмелли клинкер керамика плиткисен завочӗ. «Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пыни ырăпа каялла таврăнать. Юлашки çулсенче РФ Президенчĕн резерв фон­дĕнчен Чăваш Республикинчи вĕренӳ тата сывлăх сых­лавĕн учрежденийĕсене юсав ĕçĕ ирттерме укçа-тенкĕ уйăрни пурне те малалла талпăнса ĕçлеме хавхалантарать. Пирĕн пурсăмăрӑн та пĕр тĕллев – 2015 çула тивĕçлĕн вĕçлесси, 2016 çул валли çирĕп бюджет йĕркелеме майсем тупасси», – тесе па­лăртнă республика Пуçлăхĕ. Шăмăршă районĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ  Юрий Фролов хăйĕн сăма­хĕнче ĕç çыннисене сума суса хисепленӗшĕн Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева районта пурăнакансен ячĕпе чĕререн тав тунă. «Республика малалла ӳссе пыни чуна çĕклет. Çĕр ĕçченĕсемпе мĕнпур халӑх валли лайăх условисем йĕркеленĕ. Ĕç ветеранĕ ята тивӗҫмелли ĕç стажне пĕчĕк­летесси республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе пулчĕ. Паян ялсенче социаллă пурнăçпа экономика çирĕп аталанса пырать. Халăх пурнăçĕ куçкĕретех майлашăнса ырă енне улшăнни паха. Медицина, вĕренӳ пулăшăвĕпе тивĕçтересси пысăк шайра. Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан ача сачĕсем, ФАПсем хута кайрĕç», – тесе палăртнă сумлă ветеран.  Чăваш Ен Пуçлăхĕн ĕçне пысăк хак парса вӑл кĕркуннехи суйлавра Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне суйланма Михаил Игнатьев кандидатури чи тивĕçлине каланă.  Михаил Васильевича Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма кандидата тăратма халăх ячĕпе ыйтнă. Çак шухăша Пӑчӑрлӑ Пашьел ял поселенийĕн депутачĕ Юрий Угарин та ырланă. «Шăмăршă халăхĕ Сире шанать тата ĕненет», – тенĕ депутат. Михаил Игнатьева Пуçлăх пулма кандидата тăратма халӑх ҫавăн пекех Патăрьелĕнче те, Канашра та чӗререн ыйт­нă. Канашлусенче асӑннӑ районсен тата Канаш хулин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсене тишкернĕ. Чă­ваш Ен Пуçлăхĕ вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ тĕле хатĕрлесе кăларнă медальсем парса хисеп тунă. Ĕçре тава тивĕçлĕ пулнисене наградăсемпе чысланă.

 Тĕплĕнрех

 



20 марта 2015
10:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter