Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ачасен инте­ресĕсемшӗн 2012-2015 ҫулсенче тумалли ӗҫсен наци стратегине пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен Координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ачасен инте­ресĕсемшӗн 2012-2015 ҫулсенче  тумалли ӗҫсен наци стратегине пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Ӑна уçнă май, республика Пуçлăхĕ ачасемпе çыхăннă ҫивӗч ыйтусене татса парасси ҫине патшалăхӑн, пĕтĕм обществӑн тимлĕрех пӑхмаллине палӑртнă. «Хевт­есӗр ачасене пулăшу кӳресси - кашнин тивĕçӗ. Йывăрлăхсене асӑрхамасӑр тӑма юрамасть. Паллах, эпир ҫав ыйтупа ӗҫлетпӗр, анчах та паянлăха ку çителĕксĕр. Йывăрлăхсем çук мар, вĕсем тепӗр чухне айккинче тăрса юлаççĕ. Сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак çынсем хăйсене обществăра лайăх туйччӑр тесессĕн, вĕсем валли пирĕн  кирлĕ пек условисем туса памалла», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Паянхи куна Чăваш Республикинче хевтесӗр çынсене пĕлӳ пама 15 ятарлă учреждени йĕр­келенĕ. Ҫакӑ паллӑ: унашкал вĕренӳ заведенийĕнче пĕлӳ пухакан ачасем общество пурнӑҫӗнчен айккинче тăраҫҫӗ. Вĕсем çителĕклĕ атала­наймаççĕ. Эпир ҫавнашкал учрежденисенчи ачасемпе, унта ӗҫлекен вĕ­рентекенсемпе сахал мар тĕл пулса калаçнă. Пирĕн вĕсене ытти шкулсенчи ачасемпе хутшӑнма май паракан условисем туса памалла. Ун чухне вĕсем хăйсен ăсталăхне туптаса аталантарма пултарĕç. Вĕсем пысăк çитĕнӳсем тума пултарасси те никама та иккӗлентермĕ», - палӑртнӑ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче сусăр ачасене вĕрентмелли мелсем пирки каласа кăтартнă.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе со­циаллă аталану министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова ачасен сывлăхне упраса хӑварасси тата вĕсене психологи енчен вăхăтра пулăшу парас ыйтусем ҫинче чарăнса тăнă. Айӑпланнӑ психика хӑш-пӗр чухне ачасене вилӗм енне туртӑнтарнине асӑннӑ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ашшĕ-амăшĕпе, ачасемпе профилактика ĕçне йĕркелеме,  вĕсене пулăшакан ырă сĕнӳсене МИХсенче пĕлтерме, общество институчĕсемпе тачă çыхăну тытма хушнă.  «Пурнăçа тĕрĕс-тĕкел упраса хăварасси, пур чухне те тăнăç та паха пурнăçран çеç килмест. Медицина  та пур чухне те çăлса хăвараймĕ. Шывра, автомашина çулĕсем çинче ачасем аманнӑ е вилнĕ тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Уйрăм районсемпе хуласенче ĕçе кирлĕ шайра йĕркеленĕ, çав хушăрах ӑна эффективлă туса пыман муниципалитетсем те пур. Каламасăрах паллă: ачасен шăпи пирки ытларах ашшĕ-амăшĕн пăшăрханмалла, ун чухне пурте йĕркеллӗ пулӗ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Ларура районсемпе хуласен админи­страцийĕсен пуçлăхĕсем вырăнти лару-тăрупа паллаштарнă. Тĕплĕнрех



20 марта 2015
16:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter