Республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен ертӳçисемпе эрнесерен пулакан видеоканашлу иртнĕ

Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен ертӳçисемпе эрнесерен пулакан видеоканашлăва ирттернĕ. Ача сачĕсенче шкул çулне çитмен ачасене апатлантарассине мӗнлерех йӗркеленине тата ачасен çуллахи канăвне ирттерме мĕнле хатĕрленни пирки Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тĕплĕн каласа кăтартнă. Министр районсемпе хуласенче ача садне çӳрекен пепкесемшĕн ашшĕ-амăшĕ кунне 50 тенкĕрен пуçласа 91 тенкĕ таран тӳленине асăннă. Уйрăм муниципалитетсенче СанПиН ыйтнипе килĕшӳллĕн апатланушăн тӳлекен хак кăштах ӳсни сисĕнет. Пур-пĕрех нумай ачаллă çемьесемшĕн ҫӑмӑллӑхсем упранса юлнă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ, муниципалитетсенчи сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен ачасене кăштах та пулин пулăшу пултăр тесе, бюджетра укçа-тенкĕ пăхса хăварма сĕннĕ. Муниципалитет ертӳçисене ача сачĕсенче усă куракан таварсен пахалăхне тата вĕсен хакне çивĕч тĕрĕслесе тăма хушнă. Чăваш Республикин сывлăх сых­лавĕпе социаллă аталану министрĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Татьяна Богданова хăйĕн докладĕнче кăçал ачасен çуллахи канăвĕнче йывăр çемьесенче çитĕнекен ачасем ытларах пулассине кура асӑннӑ ыйту ҫине тимлĕх ытларах уйрăма сĕннĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков ҫутçанталăк газĕшĕн пухăнса кайнă парăмсемпе ҫыхӑннӑ ыйту ҫинче тĕплĕн чарăнса тăнă. «Коммуналлă технологи» ТМЯО газшăн тӳлемелли кăрлач уйăхĕнчи парăма нарăс уйăхĕнче 15,8 процент çеç тӳленине пӗлтернӗ. Паллах, ҫакӑ пӑшӑрхантармасӑр тӑма пултараймасть. Ҫав вӑ­хӑтрах министр газпа усă курнӑшӑн халăхран илекен укçа-тенкĕ вăхăтра пуçтарăннине палӑртнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ Александр Иванов Чăваш Республикинче кӑҫалхи çырăнтару тапхăрĕ мĕнле пынипе паллаштарнă.  Министр пĕлтернĕ тăрăх, халăх «Хресчен сасси»,  «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «1000 советов», «Советская Чувашия», «ЗОЖ», «Чăваш хĕрарамĕ», «Хыпар» хаçатсене ытларах кăмăл­ланине асăннă.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçине Юрий Егорович Васильева Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Предсе­дателĕн çумĕ пулма уйӑрса лартни ҫинчен калакан указа алă пусса çирĕплетнине пӗлтернӗ. «Юрий Васильев хăйне шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Тĕрлĕ должноçре яваплăха туйса, яланах эффективлă ĕçлет. Эсир малашне те республикăри обществăпа политика пӗлтерӗшлӗ ĕçсене кирлĕ пек пурнӑҫласа пырассине шанатпăр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Çак кунах Сергей Владимирович Вик­торова Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертӳçи пулма уйӑрса лартасси ҫинчен калакан указа та алă пусса çирĕплетнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен халăх художникне, Чăваш Республикин Гербĕпе Ялавĕн тата Шупашкар хулин Гербĕн авторĕн Элли Юрьевӑн ҫуралнӑ кунне Чăваш Енре паллӑ тӑ­васси ҫинчен йышăну кăларнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне йĕркелӳ комитетне ҫирӗплетме хушнă, ĕç планне тишкерме сĕннĕ. Тĕплĕнрех

 



23 марта 2015
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter