Паянхи шкулсенче ачасене пӗлӳ кӑна памалла мар, вĕсене тăван çĕре хисеплеме те вӗрентмелле

 Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Улатăр хулинче пулнă. Вӑл  П.Г. Макаров Совет Союзĕн Геройĕ ячĕллӗ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 9-мĕш шкулта пулса курнă. Унта пĕлӳ пухма 515 ача çӳрет. Шкул ҫуртне 1937 çулта çĕклесе лартнă. 2006 çулта хушма классем йĕркелес тĕллевпе шкул çумне тӗксе тепĕр çурт хăпартнă. РФ Президенчĕн резерв фондĕнчен шкула 5,336 млн. тенкĕ куçарма  палăртнă. Кунти ĕçсемпе паллашнă хыççăн Михаил Игнатьев вĕрентекенсемпе тĕл пулнă, ППЭ хатĕрленес ĕç мĕнле пынипе кăсăкланнă.  Пуçлăх ачасене пĕлӳпе кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пĕр тан аталантарма, сывă пурнăç йĕркине ӑша хывма вĕрентме сĕннĕ. «Эпир çулсерен РФ Президенчĕн резерв фондĕнчен 15-20 млн. тенкĕ пулăшу илетпĕр. Паллах, çак пулăшăва илме ирттерекен конкурса сахал мар регион хутшăнать. Пире уйăрнă пулăшупа пĕлсе тата эффективлă усă курмалла. Тăкаксене çирĕп тĕрĕслесе пымалла», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. «Шкула юсаса пĕтерсен кунта ачасене вĕренме унчченхинчен лайăхрах условисем пуласса шанатпăр, пултаруллă ачасем çитĕнессе ĕненетпĕр», - тенĕ вăл. Ун хыҫҫӑн республика Пуҫлӑхӗ хулари Ачасемпе çамрăксен культура керменĕнче регионсем хушшинчи «Пуҫламӑшӗ. Тӑван ҫӗршывшӑн ӗҫлени» II вӗренӳ форумне уҫма хутшӑннӑ. Пухăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев çĕршыври общество тăнăçлăхĕ Раççей гражданĕсем общество пуянлăхне упраса тивӗҫлипе тытса пынинчен килнине каланă. «Обществăри социаллă пурнӑҫпа культурăна модернизацилесси тĕрлĕ шайри влаç ӗҫченӗсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса эффективлă ӗҫленинчен те килет. Паян ачасене пĕлӳ панисĕр пуçне вĕсене тăван çĕре, ҫуралнӑ кĕтесе юратма, мăн асаттемĕрсем хамӑра парнеленĕ пуян ăс-тăн тĕнчине упрама, чăваш халăхĕн авалхи йăлисемпе пурнăç йĕркине тата унăн хăйне евĕрлĕ культурине чунтан юратса хисеплеме вĕрентмелле», - тенĕ Пуçлăх. «Чăваш халăхĕ ыттисенчен хӑйӗн пуян культурипе уйрăлса тăрать.   Эпир пулас несĕлĕмĕрсем тивĕçлĕ граждансем, чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнччĕр, Тăван çĕршывпа мăнаçланччăр, унăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хамăрăн мăн асаттемĕрсем пекех паттăррăн хӳтĕлеме пултарччăр тесе тăрăшатпăр, - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Ачасемпе çамрăксене воспитани парас тӗлӗшпе хастар ĕçленӗшĕн  Мускаври «Истоки» Издательство çурчĕн «Бизнесӑн Технологи Шкулӗ» ТМЯО генеральнăй директорне  Игорь Кузьмина тата Улатăрти  А.Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕн ертӳçине Наталья Тепловăна, Улатăр хулинчи чиркӳ настоятельне Владимир Теплова  Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехет парса чысланă. Пăрачкавпа Улатăр Епископĕ,  «Улатăр» ыр кăмăллăх фончĕн ертӳçи Феодор протоирей çакнашкал форум Чăваш Еншĕн кăна мар, Раççейшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. «Истоки» Издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ Игорь Кузьмин хăйĕн сăмахĕнче Раççей Правительстви çитĕнекен ăрăва воспитани парас ӗҫре çĕршыва хӳтĕлессине тӗп вырӑна хунине палӑртнӑ. Тĕплĕнрех



23 марта 2015
16:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter