Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Етĕрне районĕнче пулнă

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Етĕрне районĕнче пулнă. Кунта вырăнти депутатсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, сумлă та паллă çынсемпе тĕл пулнă. Тĕл пулăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Галина Германова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов хутшăннă. Пухăннисем районăн пĕлтĕрхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкернĕ, 2015 çул тĕллевĕсене пăхса тухнă. Тĕнчери геополитикӑн çăмăл мар лару-тăрӑвне пула Раççей экономики кирлĕ пек сценарипе аталанса пыманнине ҫирӗплетнӗ. Çакăн пек тапхăрта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ те тăкаклӑ пуласси куç кĕретех. Палăртнă тăрăх, кăçал 3 млрд 350 млн. тенке яхӑн тăкак тӳсме тивĕ. Налук тата ытти енӗпе кĕрекен тупăш туллин пуçтарăнманнине кура, бюджет тăкакĕсене пĕчĕклетме тивĕ. Чи кирли – муниципалитетра пурлăхпа тата çĕрсемпе пĕлсе туллин усă  курмалла.   Патшалăх аграрие, промышленноçа, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма куллен пулăшсах пырать. Раççее хирĕç йышăннă санкцисем майлă пулнă çĕршывсенчен продуктсем кӳрсе килме чарчĕç. Республикăри çĕр ĕçченĕсемшĕн тата аграри секторĕшĕн хушма майсем уçăлчĕç. Правительство социаллă тытăма пулăшассипе хăй çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçлать. Калăпăр, Етĕрне районĕнче ФАП-сем, вырăнти çул-йĕрсем тӑвассине, тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçсене малалла пурнăçлама тĕллев лартнă. Çаксене пĕтĕмпех приоритетлă ыйтусем шутне кĕртнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче район 2014 çулта бюджета епле пурнăçлани çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Министр вырăнти налуксене пуçтарасси çине тимлĕх уйăрма сĕннĕ. Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин кăçал муниципалитетра кризиса хирĕç йышăннă планпа килĕшӳллĕн пур­нăçламалли ĕçсемпе паллаштарнă. Сăмаха май, ял поселенийĕсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсем çинчен те каласа хăварнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене сӳтсе явнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ – Галина Германова пĕлтĕрхи çул районта сывлăх сыхлавĕ енĕпе мӗнлерех ĕçленипе паллаштарнă. Тĕл пулăва килнĕ халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕплĕн хурав панă. Депутатсем регион ертӳçине çивĕч ыйтусене татса пама пысăк витĕм кӳнӗшĕн тав тунă. Республикăри  влаçра ĕçлекенсем политика енчен лару-тăрăва çирĕп  тытса пынӑшĕн уйрăммăн палăртса Михаил Игнатьева ырă сăмахсем каланă.  Вĕсем Михаил Игнатьева - республика лидерне, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма кандидата тӑратас енӗпе ирттерекен çитес праймеризра ăнăçусем суннă. Михаил Игнатьев районта социаллă пурнăçпа экономикăна çирĕппӗн аталантарас енӗпе йышăннă плана пурнăçа кĕртсе пырасси пирки ытларах чарăнса тăнă, юлашки çулсенче пурнăçланă пĕтĕм ĕçшĕн депутатсене, ĕç çыннисене хăйсен ĕç вырăнĕнче тăван республика ырлăхĕшĕн  тӳрĕ кăмăлпа ĕçленӗшĕн тав тунă. «Чăваш Енре пурăнакансем влаç органĕсене çирĕп шанни пире хавхалантарать. Умра - çĕнĕ тĕллевсем. Тĕнчери лару-тăрăва пула сиксе тухакан йывăрлăхсене çĕнтерсе экономикăпа социаллă пурнăçа малашне те çирĕп аталантарма тăрăшăп. Малашне те хама шанса панă ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа тата таса чунпа пурнăçласа пырăп», - тенĕ Пуçлăх. «Суйлав – вăл яланах пĕлме май çук, паллă мар пулăмсемпе пуян. Политика енчен çăмăлах мар пулĕ. Тĕрĕс мар, суя хыпарсене сарас ĕçе тытăннă тесен те йăнăш пулмӗ. Манăн тивĕç, регион ертӳçи пулнă май - суйлава уççăн ирттерме майсем йĕркелесси», - тенĕ.  Михаил Игнатьев яланхиллех ĕçре хастарлăхпа палăрнисене наградăсемпе чысланӑ, вăрçă ветеранĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медалĕ­сем парса хисеп тунӑ. Тĕплĕнрех

 



23 марта 2015
10:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter