Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсемпе тĕл пулнă

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсемпе тĕл пулнă. Тĕл пулăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ер­тӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Пред­седа­телĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, хула администрацийĕн ертӳлĕхĕ хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинче чарăнса тăнă. «Çынсене  нумай хваттерлĕ çуртсене юсав туса ирттерес ыйту хумхантарать. Митингсем иртрĕç, халăх кăмăлсăр юлни куç кĕретех. Хыпарсем вĕсем патне туллин çитмеççĕ. Регион операторĕ кирлĕ пек ĕçлемест. Хӑш чухне уйрăм çынсем телефонпа хускатнă ыйтусене хурав паман тĕслĕхсем те пулнă. Ку  пачах та йӗркеллӗ мар.  Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи ĕç-пуçа лайăхлатассишĕн пурин те тăрăшмалла. Хальхи тапхăрта ТСЖсене лицензипе тивĕçтерес ĕç хĕрӳ пырать», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Çавăн пекех 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çентерӳ ту­нăранпа 70 çул çитнĕ тĕле вăрçă историйĕпе çыхăннă палăксене, обелисксене, асӑну хăмисене тирпей-илем кӳресси çине ытларах тимлĕх уйăрма хушнă Пуçлăх. Ку паян чи кирли. Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов вырăнти бюджет ыйтăвĕсем тата депутатсем умне лартнă тĕллевсем пирки, юсавпа строительство ĕçĕсем мĕнле пурнăçланса пыни çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Çулталăк хушшинче строительство енĕпе пурнăçлама палӑртнă тĕллевсемпе паллаштарнă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче  хула 2014 çулта бюджета епле пурнăçлани çинчен тĕплĕн  чарăнса тăнă. Министр хула бюджетне  налукран кĕрекен укçа-тенкĕ кирлĕ пек пуçтарăнса пыманнине асăннă. Вырăнти налуксене пуçтарасси çине тимлĕх уйăрма сĕннĕ. Шупашкарта пĕчĕк предпринимательлӗх тытăмĕнче ĕçлекенсен шалу укçи самай пĕчĕк пулнине каланă. Кун пек ултавçăсене тӳрре кăлармалла, айăплисене, суя ĕç хучĕсемпе  усӑ куракан предпринимательсене тупса палăртса явап тыттармала тенĕ канашлăва пу­хăннисем. Финанс министерствин ертӳçи, кризиза хирĕç йышăннă планпа килĕшӳллĕн,  предпринимательсем тӳлекен налук виҫине пĕчĕклетесси ҫинчен калакан йышăнăва пурнăçа кĕртме хатĕрленнине пĕлтернĕ.  Депутатсем ĕçре тăтăшах тĕл пулакан ыйтусене, хăш-пĕр пуçаруллă шухăшсене сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех

 

 



23 марта 2015
11:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter