Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле районĕнче пулнă

Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле районĕнче пулнă. Унта вырăнти депутатсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, сумлă та паллă çынсемпе тĕл пулнă. Тĕл пулăва Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин ветеринари патшалăх службин ертӳҫи – тĕп инспекторĕ Сергей Скворцов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Шигашев хутшăннă. Канашлу пуçланиччен Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçре хастарлăхпа палăрнисене наградăсемпе чысланӑ, вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медалĕ­сем парса хисеп тунӑ. Пухăннисем районăн пĕлтĕрхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкернĕ, кăçалхи тĕллевĕсене пăхса тухнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Правительстви хăй çине илнĕ пур тивӗҫе та туллин пурнăçланине асăннă, çав шутрах района аталантарса пыма та сахал мар пулăшу кӳнине каланă. Умра тĕллевсем тата пысăк, вĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе сахал мар тăрăшса ĕçлеме тивĕ. Кăçал Çĕмĕрле районне 55,3 млн. тенкĕ куçарса пама йышăннă. Ҫавăнпа та вырăнти депутатсене халăха кăсăк­лантаракан ыйтусем çине тимлĕрех пăхма ыйтнă, приоритетлă ĕçсене пурнăçа кĕртес енӗпе ытларах ĕçлеме сĕннĕ. Районăн пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе  Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн паллаштарнă, 2015 çул валли лартнă тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Канашлура район çыннисем сахал мар ыйту хускатнă. Халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе хăш-пĕр сĕнӳсем панă. Çĕмĕрле ял посе­ленийĕн старости, вырăнти депутат Георгий Хуморов ĕç ветеранĕ хăйĕн ырă шухăшне пĕлтернĕ. Вĕсен ял тăрăхĕнче пурăнакансем çитес суйлавра Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне суйланма Михаил Игнатьевăн кандидатури чи тивĕçлине палăртаççĕ. Халăх Пуçлăх суйлава хăйĕн кандидатурине тăратма килӗш­нӗшӗн хĕпĕртенине пĕлтернĕ. Краснооктябрьскинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул директорĕ Елена Прокопьева Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева вĕренӳ тытăмне пулăшу кӳнӗшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Палăртма кăмăллă: пирĕн районта пепкесене ача садне çӳретме нимĕнле черет те çук. Спорт залĕсене тĕпрен юсанӑ. Ялсенче шкулсене куллен юсаса илемлетсех пыраççĕ, шкулсен библиотекинче литература пуянланса пырать, компьютер класĕсем аталанса пыни те куç кĕрет. Çак ĕç­сене, Эсир çирĕп тĕрĕслесе пынине кура, пĕтĕмпех вăхăтра пурнăçа кĕртнĕ. Çакăншăн Сире пысӑк тав. Эпир Сирĕн çинчен ырă хыпар илтсен пурте савăнтăмăр. Енчен те çитес суйлавра Эсир Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма хăвăрăн кандидатурăна тăратсан, эпир иккӗленместпĕр: Сире халăх пĕр сасăллă пулса суйлӗ. Ун чухне пире ĕçлеме тата та çăмăл пулĕ. Ачасен вĕренмелли условийӗсем лайăхланасса та шанатпăр. Пире ĕçлеме те кăмăллă пулĕ. Çак шухăшпа депутатсем те килĕшеççĕ ахӑртнех. Сирĕншĕн эпир пурте пĕр ҫын пек сасӑлăпăр», - тенĕ Елена Прокопьева. Михаил Игнатьев хăйӗн ӗҫне çакăн пек пысăк хак панӑшӑн тав тунă. Тĕл пулусенче ветерансем, общество организацийсен членĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вырăнти депутатсем, пĕр сăмахпа каласан, пур тытăмра вăй хуракансем те пĕр сасăллă пулса Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма суйланма Михаил Игнатьев кандидадатури чи тивĕçли пулнине, ӑна суйлава хутшăнма чĕререн ыйтнине пĕлтернĕ. «Пурте Чăваш Республикинче çакăн пек лайăх обществăлла политика лару-тăрăвĕ сыхланса юлтăрччĕ теççĕ. Паян сахал мар организаци халăх шухăш-кăмăлне тĕрĕслесе ыйтса пĕлет. Кăтартусем халь ĕçлекен Чăваш Ен Пуçлăхне ҫынсем пĕр сă­махсăрах шаннине çирĕплетеççĕ. Çавăнпа та эпĕ хамăн кандидатурăна çитес суйлавра тăратма йышăнтăм», - тесе каланă Михаил Игнатьев. «Эпир район çи­тĕнĕвĕсене куратпăр, вӗсем куç умӗнчех ӳссе пыраҫҫӗ. Ку чи пахи. Ял хуçалăхĕ аван аталанса пырать. Унчченхи çулсенчи Çĕмĕрлен хисепне каялла тавăрма тăрăшмалла», - тесе каланă хăй шухăшне пĕтĕмлетсе республика Пуçлăхĕ. Тĕплĕнрех

 



24 марта 2015
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter