3997-мӗш çар чаçне республика умĕнче тунӑ тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Чăваш Республикин Хисеп грамотипе чысланă

Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Шалти ĕçсен министерствин Атăлçи регионĕнчи шалти çарсен йышне кӗрекен 3997-мӗш çар чаçне йĕркеленӗренпе 50 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятие хутшăннă. Уяв каçне Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ, полицин генерал-майорӗ Сергей Семенов, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Атăлçи регионĕнчи шалти çарсен командующийӗн çумĕ Владимир Игнатьев генерал-майор, çар чаçĕн командирĕ Денис Кушнарев подполковник тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче чаҫри офицерсемпе салтаксем служба тивĕçĕсене пысăк яваплăха туйса чыслăн пурнăçланине кура асӑннӑ ҫар чаҫӗн çур ĕмĕр хушшинчи ĕçĕ курӑмлă пулнине палăртнă. Ятарлă ĕçсене пурнăçланă чухне хастар пулнӑшӑн нумайăшĕ правительство наградисене тивĕçнĕ.  «Сире çар тивĕçне таса чунпа пурнăçланăшăн чĕререн тав тăватăп. Хăвăрăн çар чаçĕн манăçми мухтавлă йăлисене малалла тăсса пыратăр, паха опыта куллен пуянлатса тăратăр. Çĕршыва хӳтĕлессине хӑйсен профессийĕ туса хунӑ ҫынсем обществӑра яланах пысӑк хисепре», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. 3997-мӗш çар чаçне республика умĕнче тунӑ тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн  Чăваш Республикин Хисеп грамотипе чысланă. Службӑра хастарлăхпа палăрнисене: 3997-мӗш çар чаçĕн командирӗн пулăшуçине, чаçре право ĕçне йĕркелесе пыракан  Владимир Алексеев юстици капитанне,  çак чаçре службӑра тӑракан Сергей Наумова сержанта, столовӑй пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлекен Андрей Ткаченко аслă прапорщике Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Тав сӑмахӗ тата алла çыхмалли сехет парса чысланă. Çур ĕмĕр хушшинче çар чаçĕ пĕр хутчен çеç мар улшӑну тӳссе ирттернӗ. Раççей Федерацийĕнче тăнăçлăхпа çирĕплĕхе сыхласа упрассишĕн ҫак чаҫри ҫар ҫынни-сем пĕтĕм вăйне парса тăрăшнă, вӗсене Ҫурçĕр Кавказри «хӗрӳ» вырӑнсенче те пулма тивнĕ. Çав хушăрах спорт енĕпе те хăйсен ăсталăхне тĕнче шайĕнче кăтартма пултарнă. Ольга Егорова, Татьяна Хмелёва - çăмăл атлетика енĕпе тĕнче чемпионĕсем, Дмитрий Фомиряков вара каратэ ăсталăхĕнче палăрнă. Мероприяти савăнăçлă уяв концерчĕпе вĕçленнĕ.  Тĕплĕнрех

 



24 марта 2015
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter