Пултарулăх шыравне тухар-и?

Чăваш кĕнеке издательствипе «Тантăш» хаçат сире, юратнă тантăшăмăрсем, çулсеренех иртекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ. Кăçал ăна издательство йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнине, Раççейри Литература тата Чăваш енри Константин Иванов çулталăкĕсене халалланă. Мероприяти тĕллевĕсем нумай енлĕ, çамрăк вулавçăсене чăваш литературипе кăсăклантарасси, ача-пăчан, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн пултарулăхне аталантарасси, вĕсен чунĕнче патриотизм, тăван ене хаклас туйăмсене чĕртесси.

Ăмăртăва Чăваш ен шкулĕсенче вĕренекенсем çеç мар, çĕршывăмăрти ытти регионта пурăнакансем те хутшăнма пултараççĕ. Палăртнă вăхăтран каярах килнисене пăхса тухмаççĕ.

Пĕлтĕрхи пекех пилĕк номинаци палăртнă: «Интереслĕ кĕнеке» темăпа çырнă чи лайăх сочинени е калав; «Манăн юратнă сăнар» темăпа тунă чи лайăх ÿкерчĕк; «Вулама сĕнетĕп!» темăпа хатĕрленĕ чи лайăх плакат, буклет, листовка, открытка е календарь (вулавăн пĕтĕмĕшле е кăмăла кайнă кĕнекен реклами); «Ача аллипе хатĕрленĕ кĕнеке» – вĕренекен хăй çырнă сăвви-калавĕнчен е заметки-очеркĕнчен тăракан алăпа ăсталанă кĕнеке. Унăн хуплашкийĕ, титул листи, ячĕ пулмалла; кăларăма ÿкерчĕксемпе илемлетмелле; кĕскен автор, ÿнерçĕ пирки хыпарламалла; «Кĕнеке – пирĕн çемьен чи лайăх тусĕ» темăпа çырнă чи лайăх эссе – кĕнекен этем тата çемье пурнăçĕнчи вырăнĕ пирки.

Çулне-ÿсĕмне кура çĕнтерÿçĕсене виçĕ ушкăнра палăртĕç: 6–12, 13–15, 16–18 çултисем хушшинче.

Ĕçсене хатĕрленĕ чух Чăваш кĕнеке издательствинче 2010–2014 çулсенче тухнă кĕнекесемпе тата организаци сайтĕнчи материалсемпе усă курмалла. Хаклава сĕнекен ÿкерчĕксемпе текстсене 2015 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: 428019, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 704 е 713-мĕш пÿлĕмсем, «Чăваш кĕнеке издательстви». Конверт çине «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса» тесе çырсан, проект координаторĕн Надежда Осипован ятне палăртсан аванрах. Сочиненисене, калавсене тата эссесене вара nadesda-1@yandex.ru электрон почтипе те ярса пама юрать. Çыру пуçламăшĕнче «Конкурса» тесе асăнса хăварма кăна ан манăр.

Ытти самантсене те шута илĕр, иккĕн е пысăкрах йышпа хатĕрленĕ ĕçе пăхса тухĕç, анчах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕртмĕç. Çавăн пекех хутшăнаканăн пĕр ĕçрен ытлашши тăратма юрамасть. Халиччен пичетленсе тухнă кĕнекесенчен пăхса ÿкернĕ ÿкерчĕксене хакламаççĕ жюри членĕсем. Сочинение, калава, эссене чăвашла та, вырăсла та çырма юрать. Заявкăна аяларах кăтартнă йĕркепе типтерлĕ те тĕрĕс, пичет сас паллийĕсемпе тултармалла.

Тĕплĕнрех информацие Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче çак адреспа тупма пулать: www.chuvbook.ru («Конкурсы, акции» пайра).

Малтанхи 50 хутшăнакан ятарлă сертификата тивĕçĕ. Чи хăйнеевĕрлĕ те ăста ĕçсен хуçисем çĕнтерÿçĕсем пулĕç. Вĕсене Чăваш кĕнеке издательствин çуралнă кунĕнче, 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче, хаклă парнесемпе чыслĕç. Маттур та пуçаруллă вĕренекенсен ертÿçисем те хавхалантару хучĕ илĕç. (Вăрнар районĕ)



25 марта 2015
11:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter