Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунĕ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Культурӑпа искусство деятелӗсем чунне парса пурнӑҫлакан ӗҫ-хӗл пӗл­те­­рӗш­не тата вӗсем культура еткерлӗхне сыхласа упраса хушӑнтарса пырас, нацин хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗркине ҫирӗплетес ӗҫе хывакан витӗмлӗ тӳ­пене хаклама та май ҫук. Сирӗн пултаруллӑ ӗҫӗр халӑха ӑс-хакӑл енчен пуянлан­ма, гуманизм тӗл­ле­вӗсене ҫирӗплетме, обществӑна этемлӗхӗн улшӑнми хаклӑ­хӗсем тавра пӗр­лештерме пулӑшать.

Халӑх малашлӑхӗ культурӑсӑр пулма пултараймасть. Шӑпах ҫавӑнпа Чӑваш Республикинче культура сферине аталантарасси патшалӑх политикин тӗп тӗл­левӗ­сенчен пӗри шутланать. Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене рестав­­рацилес тата ҫӗнетес ӗҫ аван пурнӑҫланса пырать. Культура учреж­де­ни­йӗсем юсанса ҫӗ­не­л­еҫҫӗ, вӗсем хальхи йышши оборудованипе, музыка ин­стру­мен­чӗсемпе пуян­ла­наҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансен пултарулӑх вӑй-хӑ­ватне уҫса пама, пул­­тарулӑх анинчи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑ­шакан профильлӗ прог­рам­мӑсем тухӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ. Искусство шкул­ӗ­сенче вӗре­некен ачасен тӳ­пи республикӑри ачасен пӗтӗм йышӗнче 13,5 процентпа танлашать, ку кӑтарту Раҫҫей Федерацийӗнчи вӑтам шайран пысӑк­рах.

Чӑваш Енре 2015 ҫула вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗн, чӑвашсен аслӑ поэчӗн Константин Ивановӑн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Кӑҫал халӑх хуш­шинче вулав куль­турине сарас енӗпе пурнӑҫлакан пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем наци литературине аталантарма ҫӗнӗ вӑй-хал хушасса шанса тӑратӑп.

Культура ӗҫченӗсене тӑван ҫӗре юратнӑшӑн тата хӑйсен ӗҫне чунтан па­рӑн­нӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану, пул­та­рулӑхра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                М. Игнатьев



25 марта 2015
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter