Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти предприятисен ĕçĕсемпе паллашнă

Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти предприятисен ĕçĕсемпе паллашнă. Чи малтан Пуçлăх «Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» предприятире пулнă.   Палăртнă объекта 1941 çулта çĕклесе лартнă. Организаци 1000 ытла тĕрлĕ йышши тавар туса кӑларать. Унӑн таварĕсемпе тӗрлӗ тытăмра вăй хуракансем куллен усă курма пултараççĕ. Уйрăм таварсене илес пулсан, вӗсем ют çĕршывра туса кӑларакан таварсенчен те лайӑхрах пулнине çирĕплетсех калама пулать. Производство  ӗҫӗнче лайăх технологине пăхăнса, экологи тĕлĕшĕнчен пахалăхлă тавар калăпласа, асӑннӑ пӗрлешӳ паянхи куна Раççей шайĕнче  курăмлă предприяти шутланать. Заводра ачасем валли тĕрлĕ мечĕксем, фейерверксем тата ытти илемлĕ япаласем туса кӑлараççĕ. Унӑн продукцийӗпе Раççейри «ГАЗ» АУП, «ЗМЗ» АУП, «ИжАвто» АУП, «КАМАЗ» АУП, «РЖД» АУП, «Адмиралтейские верфи» АУП, «Северные верфи» АУП, «Севмаш» АУП, «Пакер» НПФ АУП тата ытти предприятисенче куллен усă кураççĕ. Таварсене çакăн пекех Ирана, Молдавие, Узбекистана, Белоруссине, Таджикистана куллен ăсатаççĕ. Республика Пуçлăхĕ 8-мĕш цех ĕçĕпе кăсăкланнă, ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă. Халăх «Чапаевский» микрорайона тирпей-илем кĕртес  ыйтăва хускатнă.  «Темиçе çул хушши пуçтарăнса кайнă ăптăр-каптăра пĕр кунта тӳрех тирпейлесе çитерме май çук. Çапах та эпир хамăр сăмаха тытатпăр, палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртĕпĕр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Вӑл   предприятире тăрăшакансене эффективлă ĕҫленĕшĕн тав тунă. «Нимĕнле йывăрлăхран хăрамасăр, завод малалла ăнтăлать. Ку чи пахи. Ĕçлекенсем валли пур услови те упранса юлнă. Тупăшлӑ ĕçленине кура пуласлăхра предприятие модернизацилеме те май пур. Апла пулсан, ĕçлекенсен шалу укçи ӳсесси куç кĕретех», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Заводра ĕçлекен сумлă ветеран Борис Сидоров кунти ĕç коллективӗ ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхне çитес суйлавра хӑйне республика Пуçлăхĕ  пулма кандидата тăратма ыйтнă. Ветеранпа пĕрле ыттисем те, пĕр саслă пулса, Чăваш Ен Пуçлăхӗн кандидатурине чĕререн ырланă. «Эпĕ заводра 40 çул ĕçлетĕп. Манăн çур пурнăç кунта иртнĕ. Завод куç умĕнче аталанса ӳссе пычĕ. Йывăр тапхăрсем те пулман мар, пурнăçра темĕн те пулать, анчах та завод малалла кал-кал аталанса пычĕ. Паян предприяти лайӑх ĕçлет, эпир ĕç укçине вăхăтра илетпĕр. Хăй вăхăтĕнче йывӑрлӑхсем пулкаланăччĕ, халĕ вара пĕрре те шикленместпĕр, малалла ĕçлессишĕн тăрăшатпăр. Республика Правительстви, хула ертӳлĕхĕ пире яланах  пулăшать. Малтанласа ҫынсене хваттер ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарнӑ пулсан, паян вĕсем пурте хăтлă çуртсем туяннă. Çак питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ кăтарту», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне Борис Сидоров. Унăн сăмахĕсемпе В.И.Чапаев ячĕллĕ производство перлешӗвӗн генеральнăй директорĕ Михаил Резников та килӗшнӗ. Калаçăва малалла тăсса вӑл: «Эпир хамăр шухăша нимĕн пытармасăр, уççăн палăртатпăр. Мĕншĕн тесен, эпир чапаевецсем. Пире республикăна кам ертсе пыни те, унăн шăпи те кăсăклантарать. Чăннипех, тăватă çул çурă хушши никам та унталла-кунталла турткаламан пире, ĕçе салатса яман. Эпир хамăр ĕçе лайăх пĕлетпĕр, ăна пурнăçлассишĕн тăрăшса вăй хуратпăр», - тесе пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев заводра ĕçлекенсене тав тунă. Халăх хӑйне шанни ӑна пысăк яваплăха туйса ĕçлеме хистенине палӑртнӑ. «Манăн тĕллев, суйлава саккунсене пăхăнса кирлĕ пек ирттересси. Эпĕ суйлаври конкуренци кĕрешĕвĕнче ыттисемпе пĕр тан тупăшма хатĕр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Ун хыççăн  хăнасем «Чӑлхапа пир-авӑр фабрики» тулли мар яваплӑ обществӑра пулнă. Предприяти хĕрарăмсемпе арçынсем тата ачасем валли чӑлха-нуски тата пир-авӑр продукцийӗ туса кӑларать. Таварсем хальхи пурнăç ыйтакан условисене тивӗҫтереççĕ, вĕсемпе Раççейри 62 регионта усă кураççĕ. Кăçал предприяти производство калăпăшне 30 процента çити ӳстерме палăртать. Республика Пуçлăхĕ предприятири цехсен ĕçĕпе паллашнă, кунта тăрăшакансемпе тĕл пулнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă. Кунта ӗҫлекенсем патшалăх программипе килĕшӳллĕн çурт-йĕр туянас енӗпе мĕнле çăмăллăхсем пурри çинчен ыйтса пĕлнĕ. Чи кăткăс ыйтусене Пуçлăх тĕрĕслеве илнӗ. Предприятире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев валли ятарласа илемлĕ кĕпе-тумтирсенчен курав хатĕрленĕ. Тӗплӗнрех



25 марта 2015
11:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter