Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ

 

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Лару ĕçне пуçличчен вăл Чăваш Енре пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче ҫул ҫинче пулнă инкек пирки сӑмах хускатнӑ. «Çул çинче пулнă аварире тăватă çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 17 ҫын аманнă. Ку енĕпе ĕçе ятарлă служба ĕçченĕсем тишкереççĕ. Анчах та çынсем пурнăçран уйрăлса кайни, инкек тӳсни çав тери пăшăрхантарать. Эпир тарăннăн хурланни çинчен пĕлтеретпĕр», - тенĕ Пуçлăх. Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне вилнисене тирпейлесе пытарас ӗҫре витĕм кӳме хушнă. Çул çинчи транспорт инкекӗн сиенӗсене пӗтерес енӗпе 77 çын, 20 техника, васкавлă пулăшу паракан 7 бригада ĕçленĕ. Паянхи куна 11 çын, ҫав шутра пĕр ача, стационарта сипленеҫҫӗ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хăйĕн сăмахĕнче аманнă çынсене медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтернине палӑртнă. Чӑваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн  председателĕ Вениамин Петров инкекре вилнисем пурте Çĕрпӳ районĕнчен пулнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикинчи шалти ӗҫсен министрĕн çумĕ Олег Яковлев малтанласа палăртнă тăрăх, инкекшĕн 18 çулхи çамрăк водитель яваплӑ пулнине каланӑ. Ун тӗлӗшпе уголовлă ĕç пуçарнă.  Республика Пуç­лăхĕ инкеке лекнисене оперативлă пулăшу панӑшӑн мӗнпур служба ӗҫченӗсене чĕререн тав тунă. Ларура Чăваш Республикин 2014 çулхи республика бюджетне мӗнлерех пурнăçланине пĕ­тĕм­летнĕ. Ыйтупа Чăваш Республикин финанс министрӗ Светлана Енилина тĕплĕн паллаштарнă. 2014 çулта Чăваш Республикин республика бюджетне тупăшсем енĕпе 36 млрд та 882 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, тăкаксен пайĕ 40 млрд.192 млн тенкĕпе танлашнă. Республикăн экономика, промышленноç аталанăвĕн кăтар­тăвĕсемпе Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин пал­лаштарнă.   Республикăри хула округĕсенчи халăх пурăнакан кашни вырăнах хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарма бюджетра укçа-тенкĕ пăхса хăварнă.  Субсидие муниципалитетсене çирĕп йĕркене пăхăнса уйăрма палăртнă. Улатăр хулине - 25 млн 330 пин, Канаш хулине – 25 млн 873 пин, Çĕнĕ Шупашкара  – 48 млн 342 пин, Çĕмĕрле хулине – 17 млн 476 пин, Шупашкара – 217 млн 484 пин тенкĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн сăмахĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйту çинче чарăнса тăнă. Кун йĕркине кĕртнĕ мӗнпур ыйтăвах тĕплĕн тишкерсе тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



26 марта 2015
10:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter