Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Культура ĕçченĕсен кунне халалланă мероприятие хутшăннă

 

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Культура ĕçченĕсен кунне халалласа ирттернĕ мероприятие хутшăннă. Савăнăçлă пулăмра Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш Республикин Патшалăх Кана­шĕн депутачĕ Петр Краснов, республикăри культура ĕçченĕсем пулнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен халăхĕ пуян культурăпа палăрса тăнине, вăл мăн аслашшĕсен нумай ĕмĕре тăсăлакан йăли-йĕркине, вĕсен авалтан пыракан пурнăç йĕркине тирпейлĕн сыхласа упранине тата ăна ăруран-ăрăва куçарса пынине палăртнă. Тĕрлĕ культурăн нумай енлĕхĕ тата вĕсем пĕр-пĕрне витĕм кӳни нацисем хушшинчи хутшăнусене çирĕплетме, килĕшӳлĕхпе çи­рĕп­лĕхе упрама пулăшнине асӑннă. Паян çак асăннă тытăмăн хальхи пурнăçпа тӳр килсе аталанса пымаллине, пĕр вырăнта тăмалла маррине, çĕннине ăша хывса çам­рăксене пултарулăх ӗҫне явăçтарма тӑрӑшмаллине палӑртса хӑварнă. «Культура вăл - обществăна аталанма пулăшакан хăватлă ăс-хакăл никĕсĕ, вăй илсе çирĕпленнĕ кăмăл-сипет пуянлăхĕ, несĕлсен пин-пин çулхи йăла-йĕркине ăрусемпе çыхăнтараканĕ. Паян  шăпах çак ыйтусем малти вырӑнта пулмалла», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Сăмах май, кăçал республикăра ФАПсем çĕклесе лартас ыйтăва татса панӑ хыççăн клубсене юсама кăна мар, вĕсене çĕнĕрен туса лартнӑ çуртсене куçарма тытӑнассине пӗлтернӗ. Ку енĕпе вара плансем пысăк - клуб кӑна мар, нумай функциллĕ çуртсем пулĕç вĕсем. Унта кружока çӳреме те, пултарулӑха аталантарма та, ваттисене хӑйсен вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме те, бизнес çыннисене пӗр-пӗ­ринпе тĕл пулса канашлама та майсем пулĕҫ. Культура ты­тăмне укçа-тенкĕпе пулăшу сахал мар кӳнĕ. Тăван республикăн культура аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн, нумай çул тӳрĕ кă­мăлпа ĕçлесе çитĕнӳсемпе палăрнăшăн культура тытăмĕн ĕçченĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наг­радăсем парса хавхалантарнă. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕл­лĕ музыка училищин студентки Анастасия Павлова республика Пуçлăхне çамрăксене аталанса пыма, ăрусен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, нумай енлĕ культура уçлăхне йĕр­келеме пулӑшса пынӑшӑн асӑннӑ вĕренӳ заведенийӗн кол­лективӗ ячĕпе чĕререн тав тунă. Уявра пултарулăх ушкăнĕсемпе артистсем пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарнă.

  Тĕплĕнрех



26 марта 2015
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter