Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕпе Оксана Вербинапа тата ун патĕнче ăсталăха туптакансемпе, вĕсен ашшĕ-амă­шĕпе тĕл пулнă

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕпе Оксана Вербинапа тата ун патĕнче ăсталăха туптакансемпе, вĕсен ашшĕ-амă­шĕпе тĕл пулнă. Михаил Игнатьев çамрăк ачасене тав тунă. Вĕсем пысăк шайра иртекен ăмăртусенче республика чысне тивӗҫлипе хӳтĕ­ленине,  яланах  малти вырăнсене çĕнсе илнине палӑртнă. «Паян, паллах, çитĕнӳ­семпе лăпланса лармалла мар, ăсталăха туптассишĕн малалла та пĕ­тĕм вăя парса ĕçлемелле. Ачасене мĕн пĕчĕкрен спортпа туслаштарни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Вĕсем ҫапла майпа дисциплина мĕнне лайăх ăша хываççĕ. Хӑйсен ӗҫӗсене планпа килĕшӳллĕн пур­нăçлама тăрăшаççĕ», - тенĕ Пуçлăх. Оксана Вербина ачасем рес­публикăра йăлана кĕнĕ «Çăлтăрпа пӗрле ирхи зарядкăна» мероприятие хутшăннăшăн мăнаçланнине пĕлтернĕ. Вĕсем малашне те унта хутшăнма кăмăл тунине каланă. «Фитнес-аэробика – спортăн калама çук чаплă та илĕртӳллĕ пайĕ. Унӑн витӗмӗпе ачасем хăйсен вӑй-халне кирлӗ пек аталантараҫҫӗ. Спортра аманас хăруш­лăх та çук», - тенĕ ӑста вӗрентекен.  Хальхи вăхăтра республикăра асӑннӑ спорт тӗсĕпе 4 ушкăн ĕçлет, вĕсенче хăйсен ăсталăхне пӗтӗмпе 362 ача туптать.

 Тĕплĕнрех



26 марта 2015
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter