Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулнă

Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулнă. Унта вырăнти депутатсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, сумлă та паллă çынсемпе тĕл пулнă. Тĕл пулăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Енĕн Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов хутшăннă. Михаил Игнатьев вăрçă ветеранĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медалĕ­сем парса чыс тунӑ, патшалăх программипе килĕшӳллĕн, вăрçă участникӗсен тăлăха юлнă арăмĕсене çурт-йĕр лартма е туянма ирĕк паракан свидетельство парса хисеп тунă. Тӗл пулӑва пухăннисем умĕнче сăмах каланă май, республика Пуҫлӑхӗ ют çĕршывсенчи хăш-пĕр политиксем  историе ҫӗнӗрен ҫырма хӑтланнине, Раççей халӑхӗ фашизмпа куҫа-куҫӑн кӗрешсе ҫӗнсе илнӗ Ҫӗнтерӳ пӗлтерӗшне чакарма тӑрӑшнине палӑртнӑ. «Пирĕн хамăрăн мухтава, истори чӑнлӑхне яланлӑхах упраса хăварма, ăна чыслăн хӳтĕлеме пĕлмелле», - тенĕ Пуçлăх. Вӑл район ертӳлĕхне, вырăнти актива Çĕнтерӳ кунне пысăк шайра ирттерме хушса хăварнă. Çавăн пекех 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çентерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ тĕле вăрçă историйĕпе çыхăннă палăксене, обелисксене, асӑну хăмисене тирпей-илем кӳртме кирли пирки асăрхаттарнă. «Вăрçăн тумхахлă çулĕсенче вырăс халăхĕпе ытти халӑх пӗрлешсе,  тӗрлӗ йывăрлăха парӑнтарса тӑшмана ҫӗнтерме пултарнӑ. Вăрçă хыççăнхи çăмăл мар тапхăрта халăх хуçалăх ĕçне кӳлĕннĕ. Ун чухне çынсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшса ĕçленĕ. Халĕ эпир йывăр вăхăтсем çитрĕç тесе нумай калаçатпăр, анчах та пирĕн ветерансене тата та йывăртарах пулнă, вĕсем тӳснĕ, аптраман. Пирĕн вĕсенчен тĕслĕх илмелле, пĕтĕм вăя пӗрлештерсе ĕçлемелле. Пӗрлехи вӑйпа эпир йывăрлăхсене парăнтарма пултарăпăр», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.  Пухăннисем тĕл пулура районăн 2014 çулхи экономикăпа со­циаллă аталанăвĕн кăтартăвĕсене тата 2015 çулхи тӗллевсене сӳтсе явнӑ. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина кăçал района республика хыснинчен 196 млн. тенкĕ куçарса парасси ҫинчен пĕлтернĕ, социаллă пулăшусем, çулсем сарасси, ача сачĕсем, ФАПсем, çурт-йĕрсем хута ярас ĕçсем малалла та пурнăçланса пырасси пирки каланă. Хĕрлĕ Чутай районĕнче 2010 çултан пуçласа 251 ветеран хăйсен пурӑнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, кăçал тата 11 ветеран ку енӗпе пулăшу илӗç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хăйĕн докладĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем ҫинче чарăнса тăнă, кăçал пурнăçламалли ĕçсемпе паллаштарнă, пĕлтĕр район пур енӗпе те питĕ ӳсĕмлĕ ĕçленине палӑртнă. Тĕнчери лару-тăру çăмăл пулманнине кура, халăх ытларах ял хуçалăх ĕçне кӳлĕннине, вырăнти усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ĕçленине каланă. Вӑл Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, республика Правительствине районти, республикăри халăхăн пурнăç условине лайăхлатас тĕлĕшпе йышăннă программăсене пурнăçа кĕртме пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Вăл ялта пурăнакансен пурнăçĕ хулара пурӑнакансенчен кая мар пулнине çирĕплетнĕ. Чăваш Енри Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина налук, çĕр ыйтăвĕсем пирки калаçнă, бизнеса аталантарма лайăх условисем йĕркелеме сĕннĕ.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов хăйĕн сӑмахӗнче темиçе çул каялла халăх медицина пулăшăвĕпе кăмăллă пулманнине аса илнĕ. Ун чухне ҫынсене ача сачĕсем ҫитменнипе, ĕç ветеранĕ ята илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пӑшӑр­хантарнине асăннă. «Паян палăртма кăмăллă: çак ыйтусене татса панине кура çынсем кашни тĕлпулура Чăваш Ен Пуçлăхне, республика ертӳлĕхне тав тӑваҫҫӗ», - тенĕ депутат. Вăл Михаил Игнатьева политика енчен ĕçе тĕрĕс те пĕлсе йĕркелесе пынăшăн тав тунӑ. Хĕрлĕ Чутай районĕн Пуçлăхĕ – районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Александр Степанов, Патшалăх Канашĕн депутачĕн сăмахĕсене малалла тăсса,  районта пурăнакансен ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхне тăван кĕтесре, юратнă республикăра пулса иртекен ырă улшăнусемшӗн, ялта пурăнакансем валли лайăх пурнăç условийĕсем йĕркеленнӗшӗн чĕререн тав тунă. «Паян республикăна шăпах Сирĕн пек ертӳçĕ ертсе пымалла. Эпир Сире шанатпăр, праймеризра çĕн­терессе те ĕненетпĕр. Сирĕн кандидатурӑна пурсăмăр та ырлатпӑр. Сирĕншĕн сасăлама яланах хатĕр», - тесе пĕлтернĕ халăх шухăшне Александр Степанов. Тĕплĕнрех 



27 марта 2015
10:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter