Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕпе Константин Косачевпа тĕл пулнă

Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕпе - Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕн представителĕпе, Ют çĕршыв ĕçĕсемпе ĕçлекен комитетăн председателĕпе Константин Косачевпа тĕл пулнă. Тĕл пулура сумлă хăна республика Пуçлăхне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика уни­вер­ситетĕнче, «Чувашкабель», Шупашкарти электроаппарат заводĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă пирки каласа кăтартнă. «Мана,  Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ пулнă май, Чăваш Енĕн экономика аталанăвĕ кăсăклантарать. Çынсем йывăрлăх кăларса тăратакан хăш-пĕр ыйтусене хускатрĕç. Паллах, вĕсене республика шайĕнче татса пама хĕн. Калаçу питĕ интереслĕ пулчĕ. Ыйтăва эпир  тепĕр хут Мускавра та пăхса тухăпăр. Чăваш Республикине хуравне илсе çитерме тăрăшăп», - тесе каланă Федераци Канашĕнче Ют çĕршыв ĕçĕсемпе ĕçлекен комитетăн председателĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.  Тĕплĕнрех

 



27 марта 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter