Шупашкарта чăваш чĕлхине вĕрентекенсен республика шайěнчи «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» ăсталăх конкурсě иртнě

  Чăваш Республикин Вěренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Республикин вěренÿ институчě тата Чăваш наци конгресě йěркеленипе нарăс (февраль) уйăхěн 26-мěшěнче Шупашкарта чăваш чĕлхине вĕрентекенсен республика шайěнчи «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» ăсталăх конкурсě иртрě. Конкурс тěллевěсем – ик чěлхелěхе тата тěрлě халăх культури хушшинчи çыхăнăва аталантарса творчествăллă ěçлекен учительсене тупса палăртасси,  тăван чěлхе учителěн профессине халăхра тивěçлě хак пама пулăшасси тата учителěн чěлхе политикине вěрентÿре тытса пынă чухнехи пěлтерěшне ÿстересси.
    Республикăн тěрлě районěнчен килнě пултаруллă учительсен ăмăртăвě çав тери хěрÿ пулчě. Чăваш чěлхи ăстисем «Паллаштару карточки», «Манăн педагогикăри тěп шухăш», «Ăста урок (мастер-класс)» конкурссенче хăйсен пултарулăхне кăтартса, ача тата вěрентекен ěçěсенчен выставка йěркелесе пěр-пěринпе тупăшрěç.
    Çеçпěл Мишши ячěллě Шăхасан пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулěн вěрентекенě Э.Н. Шерки конкурса хутшăнса район тивěçне хÿтěлерě.  Эльвира Николаевна хăйěн ăсталăхěпе, пултарулăхěпе тата илěртÿлěхěпе конкурсăн кашни тапхăрěнчех залра ларакансене, республика конкурсěн тÿрисене тыткăнларě. Канаш районěн ěçчен те çирěп тěллевлě чăваш чěлхи учителě Конкурс çěнтерÿçи пулса тăчě.
    Чăваш Республикин Вěренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Эльвира Николаевна Шеркие, чăваш чěлхи вěрентекенсен 2015-мěш çулхи республика конкурсěн çěнтерÿçине, диплом тата компьютер техникине туянмалли сертификат парса чысларě.
     Э.Н. Шеркие чун-чěререн саламлатпăр. Ăна Россия шайěнче иртекен тăван чěлхе учителěсен конкурсěнче район тата республика тивěçне хÿтěлеме çирěп вăй-хал, ăнăçу сунатпăр.



03 марта 2015
10:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter