Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шупашкар керамики» акционерсен уçă обществине 55 çул çитнĕ ятпа халалласа ирттернĕ савăнăçлă пулăма хутшăннă

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шупашкар керамики» акционерсен уçă обществине 55 çул çитнĕ ятпа халалласа ирттернĕ савăнăçлă пулăма хутшăннă. Мероприяти агрегат завочӗн Культура керменĕнче иртнĕ. Уява Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин строительство тытăмĕнче ĕçлекенсен профсоюз организацийĕн председателĕ Сергей Панычев хутшăннă. «Шупашкар керамики» завод - республикăри чи пысăк предприяти. Çĕршыври предприятисем хушшинче вĕсен таварĕсем пахалăх енчен кăтартуллă. Тĕрлĕ конкурсра çĕнтерӳçĕ ята та сахал мар илнĕ. Завод пуян историллĕ, çĕнĕ технологисене куллен пурнăçа кĕртсе пырать, пысăк калăпăшлă проектсене пурнăçлать. Ĕçлекенсем те кăтартусемпе кăмăллă. Заводăн генеральнăй директорĕ  Елена Рыбакова хăйĕн сăмахĕнче юлашки икĕ çул çурă хушшинче предприяти курăмлă ĕçленине палăртнă, тупăш 1 млрд тенкĕрен те ӳссе кайнине каланă. Завод 55 çул хушшинче пурĕ 2 млрд 779 млн 100 пин кирпĕч калăпланă.  Предприятире 450 çын ĕçлет. Вĕсем лайăх ĕçленине кура, предприяти ӳсĕмлĕн пынине палăртнă республика Пуçлăхĕ. «Завод модернизациленет. Юлашки икĕ çул çурă хушшинче таварсен калăпăшĕ ик-виçĕ хут та ӳснĕ. Эсир хăвăрăн ĕçе пĕлсе ĕçлени курăнать. Халăх ыйтнине туллин тивĕçтеретĕр. Ку чи пахи», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Уява пухăннисене ырлăх-сывлăх, ĕçре çитĕнӳсем суннă, хисепе тивĕçнисене наградăсем парса чысланă.Тĕплĕнрех



30 марта 2015
11:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter