Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче Коррупципе кӗрешекен координаци канашĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче Коррупципе кӗрешекен координаци канашĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ. 2014 çулта Чăваш Республикинче коррупци тӗлӗхӗсене тупса палăртассипе йĕркелесе ирттернĕ ĕç кăтартăвĕсемпе вăй структурисен ертӳҫисем тĕплĕн каласа кăтартнă. Калăпăр, çак ыйтупа 2014 çулта прокуратура ĕçченĕсем йĕркене пăснă 3300 тĕслĕх тупса палăртнă, тĕрлĕ тĕрĕслев хыççăн 21 уголовнăй ĕç пуçарнă. 2014 çулта  СУ СКР коррупци пирки 409 жалоба  çитнĕ, вĕсемпе 315 уголовнăй ĕç пуçарнă. Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, коррупци енĕпе йĕркене пăснă 492 тĕслĕх шута илнĕ.  Пысăк должноҫре ĕçлекен 14 çынна уголовнăй ĕç пуçарнă. Чăваш Республикинчи Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерстви Муркаш районĕнче пурлăхсемпе епле усă курнине тĕпченĕ. Ĕç кăтартăвĕсемпе ларура паллаштарнă. Пуçлăх Муркаш районĕнче коррупци енне сулăннă тĕслĕхсене тепĕр хут пăхса тухса тишкерме каланă, çакăн пек тĕслĕхсем ытти муниципалитетсенче тăвас мар тесе, ятарлă сĕнӳсен йĕркине çирĕплетмеллине асăннă. «Коррупци чи малтанах муниципалитет пурлăхĕсемпе усă курнă çĕрте ытларах пулма пултарать. Районсемпе хуласенче юлашки çулсенче йĕрке тăвассишĕн сахал мар ĕç тунă. Эпир лайăх ĕçленине кура, халĕ пирĕн пата ытти регионсенчен вĕренме килеççĕ. Муниципалитетсенче ертӳçĕсен асăннă ыйтăва куçран вĕçертмелле мар. Хăйсен патĕнче ĕçлекенсене çирĕп тĕрĕслесе тăмалла», - тесе асăрхаттарнă республика Пулăхĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильевпа Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева Чăваш Республикинчи муниципаллă служащисемпе патшалăхăн граждан служащийĕсем коррупцилле  ӗҫсем тунипе туманнине тĕрĕсленĕ комисси ĕçĕпе паллаштарнă. Ларура Чăваш Республикинчи патшалăх влаҫӗн органĕсемпе муниципалитетсенче, право сыхлавĕнче тимлекенсемпе ятарлă тĕрĕслев органĕсен хушшинче асăннă ыйтупа эффективлăрах ĕçлемелли çинчен сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципаллă заказсемпе асăрхануллă пулма, Экономика министерствине, Чăваш Республикин Конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службине, Строительство министерствине, Чăваш Республикин Финанс министерствине ыйтăва куçран вĕçертме юраманнине асăрхаттарнă. Конкурс ĕçĕсене витĕмлĕ тишкерме хушнă. Кунсăр пуçне Михаил Игнатьев предприятисемпе организацисенче халăха ĕç укçипе тивĕçтернине куллен тĕрĕслеме каланă.   Тĕплĕнрех



30 марта 2015
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter