Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн чле­нĕсемпе, федераци влаçĕн территорири хӑш-пӗр органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн чле­нĕсемпе, федераци влаçĕн территорири хӑш-пӗр органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Канашлу ĕçне пуçличчен республика Пуçлăхĕ ырă хыпар пĕлтернĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствин хушăвĕпе килĕшӳллĕн  Чăваш Республикинчи спорт объекчĕсене реконструкцилес тата тӑвас ӗҫе пӗрле укҫа-тенкӗ уйӑрма 357,7 млн. тенкĕ куçарса панӑ. Асӑннӑ укҫа-тенкĕ уйӑрасси пирки Чăваш Республикинче «Раççей-спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форум иртнĕ вӑхӑтра Раççей Федерацийĕн Президенчĕпе Владимир Путинпа тата Раççей Федерацийĕн спорт министрĕпе Виталий Муткопа калаҫса татӑлнӑ пулнă. Шантарнӑ пулӑшу вӑрах кӗттермен, Чăваш Республикине килсе çитнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче тĕнчере финанс енчен лару-тăру çăмăлах мар пулин те, республикăна çакăн пек пысăк пулăшу пани пархатарлă пулӑм пулнине асăннă. Куçарса панă укçана Шупашкарти Пăр керменĕ тунӑ ҫӗре, Шупашкарти маутинбайка аталантармалли центр тума, Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕпе «Олимпийский» стадиона реконструкцилеме, Шупашкарта физкультурăпа спорт комплексне çĕклесе лартма тата Канаш хулинче футбол уйӗ тума яма палăртнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ юлашки çулсенче республикăра искусствӑллӑ газонлӑ 5 футбол уйӗ туни ҫинчен пӗлтернӗ. Вĕсем Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Йĕпреçре тата иккĕшӗ Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ. Çакăн йышши объект çитес вăхăтра Вăрнар районĕнче те хута кайĕ. Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан стадионсем спорта лайăхрах аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Канашлура ҫавӑн пекех çурхи  ĕçсене те сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хăйĕн докладĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсем валли хуçалăхсенче  вăрлăх çителĕклĕ хатӗрленине, техникăна уя кăларма хатĕр тытнине палăртнă.  Республикăра пур хуçалăхра та уй-хир ĕçне тухма хатĕрри ҫинчен пĕлтернĕ. Хальлĕхе çĕр ĕçченĕсем лайăх çанталăка кӗтеççĕ. Кăçал агро­промышленноç комплексне пулăшу кӳме 2,26 млрд тенкĕ палăртса хунă. Паянхи кун тĕлне хуçалăхсене пурĕ 670 млн. тенкĕ  куçарса панă та ӗнтӗ, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, ку 2,5 хут ытларах. Çĕр ĕçченĕсем кредитсемпе аван усă кураççĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин апат-çимĕç таварĕсен хакĕсем ҫинче чарăнса тăнă. Атăлçи федераци округӗпе илес пулсан, пирĕн тăрăхри таварсен хакĕ пĕчĕк пулнине асӑннӑ. Эмелсен хакĕсем çинчен вара Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова тĕплĕн каласа кӑтартнă. Ку енĕпе те лару-тăру регионта аван.   Вăрмансене пушартан сыхлас енĕпе йĕркелесе ирттермелли ĕçсемпе Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Евгений Юшин паллаштарнă. Чăваш Республикин Граждăнла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров хăйĕн сăмахĕнче пушартан сыхланас тĕлĕшпе халăхпа профилактика ĕçне тăтăшах ирттернине, инкеке сирсе яма тĕрлĕ техникӑна яланах хатĕр тытнине каланă.



30 марта 2015
16:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter