Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Монохуласене аталантаракан фонд» хушшинчи Генеральнăй килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Монохуласене аталантаракан фонд» коммерцисĕр организацийĕн генеральнăй директорĕпе Дмитрий Скривановпа тĕл пулнă. Тĕлпулăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Правительство членĕсем, Канаш хула ертӳлĕхĕ хутшăннă. Пуçлăх Правительствăн экономика аталанăвĕ тата интеграци енĕпе ĕçлекен комиссийĕ çумĕнчи монохуласене модернизацилес енĕпе ĕçлекен ĕç ушкăнĕпе Чăваш Республики тачă çыхăну тытнине, монопрофильлĕ муниципалитет пĕрлĕхĕсене аталантарасси республикăн инвестици политикинче уйрăм вырăн йышăннине каланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗ тухăçлă ĕçленине пула Канаш монохулана аталантарма федераци укçи-тенкине явăçтарма май килнине асăннă. «2014 çул кăтартăвĕсем тăрăх, Канаш хули пысăк конкурсра ҫӗнтерсе патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ пилĕк монохула шутне кĕнӗ, ҫапла майпа вӑл хăйĕн инфратытăмне çирĕплетĕ. Экономикăна пĕтĕм финанс çăлкуçӗсенчен 638 млн. яхăн укçа-тенкĕ куçать, 9 проекта пурнăçа кĕртме тăратнă. Палăртса хунă тăрăх 2020 çулччен хывакан инвестицисен калăпăшĕ  3 млрд. 756 млн. тенкĕпе танлашĕ. Пирĕн предпринимательсем банксемпе ҫыхӑнса ĕçлесе çак укçа-тенкĕпе усă курĕç, халăх валли икĕ пине яхăн пысăк квалификациллĕ ĕç вырăнĕсем йӗркелĕç. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ кăтарту», - тенĕ Пуçлăх. Вăл Раççей Правительствине, Внешэкономбанк ертӳлĕхне, Монохуласене аталантаракан фонд ертӳҫине тав тунӑ. Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Правительстви республикăн Çул-йĕр фончӗн тата хуласен укҫи-тенкине çурт-йĕр таврашĕсене тирпей-илем кĕртме хушма майпа уйăрасси ҫинчен йышăну тунине пӗлтернӗ. «Канашра хула çыннисен ыйтăвĕсене татса пама комплекслă ĕçсем пурнӑҫланаççĕ. Урамсене, çуртсен таврашĕсене, нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене тĕпрен юсассине йĕркелесе ирттерес енӗпе сахал мар ĕç тунă. Палӑртнӑ ӗçсене туса пӗтерсен хула тепĕр виçĕ çултан хăйĕн сăн-сăпатне ырă енне улăштарĕ», - тенӗ Михаил Игнатьев. Дмитрий Скриванов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикине пулăшу парас, инвестици проекчĕсене пурнăçлас енӗпе Фонд ырӑ витӗм кӳрессе шантарнă. Сумлă хăна Чăваш Республикин Правительствине пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса эффективлă ĕçленӗшӗн тав тунă. «Эпир Канаш пысăк пуласлăхлă хула пулассине  шанатпӑр», - тесе каланă вăл. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн докладĕнче Раççейре хӑвӑрт аталанакан территорисем çинчен калакан саккун вăя кĕнине асăннă. Унăн тĕллевĕ - инвестици явăçтарма кирлĕ пек условисем йĕркелесси тата халăх пурнăçне лайăхлатасси. Канаш монохулана çакăн йышши территори шутне кĕртме пулать. «Инвесторсене вӑй илме хушма пулăшу пулĕ. Вĕсем  хăйсен бизнесне Канашра уçма пултарĕç», - тесе каланă премьер-министр. Хыççăн вăл Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Монохуласене аталантаракан фонд» хушшинчи  Генеральнăй килĕшĕве Дмитрий Скривановпа пĕрле  алă пусса çирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май: «Фонд уйăракан укçа-тенкӗне хула çыннисен пурнăç условийӗсене лайăхлатма ярăпăр, республика хăй çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçлĕ», - тенĕ. Патшалăх пулăшăвĕ муниципалитетра  предпринимательлĕхе, инфратытăма аталантарма йышăннă проектсене пурнăçлама, ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма май парать. «Монохуласене аталантаракан фонд» Чăваш Республикине 605,525 млн. тенкĕ куçарать. Республика хыснинчен тата Канаш хулин вырăнти бюджетĕнчен ҫакӑн валли пурĕ 31,87 млн. тенкĕ уйӑрма палӑртнӑ. Инвестици хывмалли çĕнĕ проектсене 2015-2020  çулсенче туллин пурнăçа кĕртме 3,7 млрд. тенкĕлĕх инвестици хывма тивĕ.  Вĕсене пула 1936 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йӗркеленмелле. 

 Тĕплĕнрех

 



31 марта 2015
10:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter