Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи Полномочиллĕ представителĕ çумĕнче ӗҫлекен Канаш ларăвне хутшăннă

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пенза хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă. Вăл Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи Полномочиллĕ представителĕ çумĕнче ӗҫлекен Канаш ларăвне хутшăннă.  Ларура федерацин Атăлçи округӗнчи регионсенче çурт-йĕр строительствин рынокне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи Полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич çурт-йĕр строительстви енӗпе йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тӗплӗн тишкермеллине палӑртнӑ. Вĕсене эффективлăн татса парас тесен эконом-класс йышши çуртсем тӑвас ӗҫе тӗрлӗ пулăшупа тивĕçтермеллине асăннă. Ипотека кредичĕсемпе анлă усă курма, çуртсем тума палăртнă вырăнти çĕрсене хăвăртрах ĕçе кĕртме, ҫавнашкал строительство ĕçне пикенсех пуҫӑнма чӗнсе каланӑ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Пенза облаçĕн губернаторĕ Василий Бочкарев доклад тунă. Вăл хальхи вăхăтра çурт-йĕр строительствин рынокĕнче федераци шайĕнче пĕтĕмĕшле илсен нормативлă база йĕркеленсе ҫитнине палăртнă. 2018 çулччен пĕр тăваткал метр çурт-йĕршĕн палăртакан хака эконом-класс йышши хваттерсем ытларах туса 20 процента çити чакарма, Раççей Федерацийĕнче пурăнакансене 15 çул хушшинче хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийӗсене пĕр хутчен улăштарма май туса пама шутлаççĕ. 2020 çулччен Раççейре пурăнакан çемьесен 60 процентне çурт-йĕр условийӗсене лайăхлатма пулӑшма тĕллев лартнă. Докладра Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче уйрăм категорири граждансене хваттерсем илме май туса паракан патшалăх программисем пурнăçа тухӑҫлӑн кĕрсе пынине асăннă. Калăпăр, Чăваш Республикинче, Оренбург, Киров, Саратов облаçĕсенче çамрăк çемьесене пурăн­малли çурт-йĕре ипотека кредичӗпе туяннӑ чухне парӑмӑн пӗр пайне саплаштарма социаллӑ тӳлевсем  парса пулӑшнине палӑртса хӑварнӑ.  2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Енре пĕр çын пуçне 0,69 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Ку вăл федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх кăтартусенчен пĕри. Чи пĕчĕк кăтарту вара Мордва, Удмурт Республикисенче тата Пермь тӑрӑхӗнче пулнине палӑртнӑ.  2014 çулхи IV кварталти статистика кăтартăвĕсем тăрăх, 1 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хакĕ Атăлçи федераци округӗпе илес пулсан вăтамран  33 716 тенкĕпе танлашнӑ, Чăваш Республикинче - 30 720 тенкĕ.  Палăртма кăмăллă: 2014 çулхи строительство тытăмĕнчи кăтартусем,  2010 çулхипе танлаштарсан, тăкаклă ĕçлекен предприятисем сахал пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. 2014 çулта строительство тытăмĕнче вăтам ĕç укçин виçи Тутарстан Республикинче  пысăк пулнӑ, вĕсен ку кӑтарту – 27 835,3 тенкĕ, Удмурт Республикинче -   24246,8, Чăваш Республикинче - 23975,5 тенкĕ. 2014 çулта республика "Раççей çемйи валли кил-çурт" программăна хутшăнакансен йышне кĕнĕ, унăн шайĕнче 210 пин тăваткал метр эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр тума палăртнă.  Çак ĕçсене 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшӗ тĕлне пĕтĕмпех вĕçлеме палăртса хунă. 2015 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшӗ тĕлне аренда шучĕпе тивĕçтермелли çурт-йĕр рынокне аталантарма федерацин Атăлçи округӗнчи 6 регионта ятарлă программăсем йышăннине каланă. Вĕсем: Мари Эл, Тутарстан, Чăваш Республикисем, Оренбург, Ульяновск облаçĕсем тата Пермь тӑрӑхĕ. Проблемӑллӑ объектсен шучӗ 2010-2014 çулсенче чакса пыни сисĕнет. Пая кĕрсе улталаннă çынсен ыйтӑвне татса парас ĕç кирлĕ шайра пурнăçланать. Ыйтăва сирсе яма патшалăх пулăшăвĕ витĕм кӳнĕ. 2015 çулта Чăваш, Удмурт Республикисенче, Пермь тӑрӑхӗпе Киров, Саратов облаçĕсенче ку енĕпе лару-тӑрӑва пĕтĕмпех йӗркене кӗртме палăртса хунă. Ипотека кредичĕсене федерацин Атăлçи округĕпе 2014 çулта пурĕ  352,7 млрд. тенкĕ чухлӗ илнĕ. Ку вӑл 2013 çулпа танлаштарсан 33,7 процент ытларах. 2014 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, ипотека кредичĕсем илессипе Чăваш Республикинчи кăтарту 140,9 процентпа танлашнă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев Чăваш Республикин  Правительстви пурăнмалли çурт-йĕр тăвас сферăра  пысăк ĕç туса ирттернине, хута янă объектсем çинчен калакан даннăйсен пĕрлехи бази йĕркеленнине, çакă иккĕмĕш хут шута илессине тата туса лартнă пурăнмалли çурт-йĕр çинчен пĕлтерекен сведенисене пăсса кăтар­тассине сирме май панине асăннă. Республикăра пурăнакансене хваттерсемпе тивĕçтересси Чăваш Ен Правительствин приоритетлă çул-йĕрĕ пулнине каланă. «Çулталăк пуçламӑшĕнче строительство тытăмĕнчи ӗҫсем пӗр вӑхӑта чарӑннӑпа пӗрехчӗ. Федераци шайĕнче ипотека кредичĕсене илме пулăшу кӳнине кура, çурт-йĕрсем туянас ĕç каллех вӑй илет. 2015 çулта социаллă хӳтлĕхсĕр граждансен ушкăнĕсене пулăшу парас ĕç малалла тӑсӑлать. Пĕтĕмĕшле илсен, граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ ӳснӗ. Пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма ипотека кредичĕсем уйăрса парасси кал-кал аталанать, 2010 çултан пуçласа Чăваш Енре ипотека кредичĕсемпе заемĕсене илнисен шучĕ, ипотека кредичĕсемпе туяннă пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ самаях ӳснĕ. Халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă патшалăх программисене пурнăçа кĕртессипе илнĕ яваплăха туллин пурнăçлăпăр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Тĕплĕнрех



31 марта 2015
18:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter