Вăрмар районĕ: кĕнекесен премьери

Писательсен пĕтĕм тĕнчери кунне уявлама Пысăк Енккасси ял библиотекине тĕлпулăва  Вăрмар тăрăхĕнчи çыравçăсем килчĕç. Геннадий Матвеев, Галина Матвеева, Елена Соборова творчествăри кун-çулĕпе паллаштарчĕç.  2015 çулта кун çути курнă Геннадий Матвееван «Çулсем чĕнеç тăван яла» тата Елена Соборовăн «Хĕлхем» кĕнекесен  премьери пулчĕ. Çыравçăсем хăйсем чунран тухнă тăван тавралăх, туслăх, вăрсă паттăрĕсене асăнса çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç. Урнар шкулĕн вĕренекенĕ Света Иванова та вĕсен сăввисене чуна витмелле вуларĕ, хăй вăрçă çинчен çырнă сăввине халăх патне çитерчĕ. Г.Матвееван «Çулсем пайланчĕç» юрăн премьери пулчĕ. Юрăна авторĕпе пĕрле «Еник» ушкăн шăрантарчĕ. Владимир Шапеев тăрăшнипе кĕнекесене илемлĕ сăнукерчĕксемпе пуянлатнă. Хăнасем ăшă кăмăлпа библиотекăна тата вулакансене хăйсен хайлавĕсене парнелерĕç. Вулакансем çыравçăсене пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунчĕç.



04 марта 2015
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter